Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тав тунă

30 января 2016 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ячĕпе Хĕрлĕ Çăлтăрлă Тĕп çар округĕн çарĕсен командующийĕнчен Владимир Зарудницкий генерал-полковникран «пысăк яваплăхшăн, Чăваш Республикин çар комиссариатне призыва йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн» Тав çырăвĕ килнĕ.

«Тĕп çар округĕн штабĕ граждансене çар службине ăсатассипе çыхăннă хушăва туллин пурнăçланă. Граждансене çар службине ярас ĕçе хутшăннисем - çар комиссариачĕсен уйрăмĕсен йышĕ, шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсем, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен администрацийĕсен ертÿçисем - должноç тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçланă, çавна май вĕсене хавхалантармалла. Тĕп çар округĕн Çар канашĕн ячĕпе тата хам ятран Сире пысăк яваплăхшăн, Чăваш Республикин çар комиссариатне призыва йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн чĕререн тав тăватăп. Пĕр-пĕрне ăнланса çакнашкал ĕçлени Раççей Федерацийĕн Президенчĕ тата Правительстви граждансене çар службине хатĕрлес тата призыв тĕлĕшпе лартнă тĕллевсене ăнăçлă та пахалăхлă пурнăçлама май парасса шанатăп», - палăртнă çырура.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика