Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермерсем пулăшу илĕç

30 января 2016 г.

Республикăн Ялхуçалăх министерстви Раççей Ялхуçалăх министерствине пĕлтĕр ведомствăн «Чăваш Республикинчи ĕç пуçаракан фермерсене 2015-2017 çулсенче пулăшасси» тата «Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен никĕсĕнче 2015-2017 çулсенче выльăх ĕрчетекен çемьесен фермисене аталантарасси çинчен» тĕллевлĕ программăсем тăратнă. Вĕсене федераци субъекчĕсен хушшинче ирттерекен конкурса хутшăнса республикăри ĕç пуçлакан фермерсем тата выльăх ĕрчетекен çемье фермисем валли Раççей хыснинчен субсиди илес тĕллевпе хатĕрленĕ.

РФ Ялхуçалăх министерствин комиссийĕ Чăваш Ен программисене кăрлач варринче тишкерсе ĕç пуçаракан 79 фермерăн тата выльăх пăхакан 74 çемье фермин программисене суйласа илнĕ. Вĕсем РФ Ялхуçалăх министерствин регионсен программисене хакламалли критерие тивĕçтернине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика