Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçпа тан утасшăн

30 января 2016 г.

Пурнăçпа тан утасшăн

Курнавăшри хĕрарăмсен канашĕ чылай çул ăнăçлă ĕçлет. Вăл этемлĕхĕн черчен пайĕ - тĕрлĕ ÿсĕмри хĕрарăмсем пушă вăхăта усăллă ирттерччĕр тесе тăрăшать.

Нумаях пулмасть Ĕç çыннин çулталăкне халалласа портрет каçĕ ирттертĕмĕр. Унта Анастасия Константиновна Николаева ĕç ветеранне чĕнтĕмĕр.

Анастасия Константиновна тăван ялтах çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтерсен  «Автогигант» колхозра пăру пăхаканра, унтан уй-хир бригадинче вăй хунă. Каярахпа сысна пăхнă çĕрте ĕçленĕ. 1960-1966 çулсенче Анастасия Генералова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ ячĕ районта кăна мар, республикăра кĕрлесе тăнă. Вăл сысна самăртнă çĕрте пысăк кăтартусемпе ĕçлесе «Республикăри чи лайăх сысна пăхакан» ята тивĕçнĕ. Пултаруллă хĕре Курнавăш ялĕн, районăн депутатне суйланă. Хастар комсомолка 1962 çулта ВЛКСМ XIV съездне хутшăннă. 1963 çулта Патăрьел суйлав округĕ тăрăх РСФСР Верховнăй Канашĕн депутатне суйланнă. Ĕçшĕн хыпса çунакан ферма ĕçченĕ «халăх тарçи» пулнă май колхозсене, организацисемпе предприятисене тĕрлĕ  машинăсем, ялхуçалăх техникисем туянма, пурнăçри йывăр ыйтусене татса пама та сахал мар пулăшнă. Мĕн пенсие тухиччен «Урожай» колхозра тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ Анастасия Николаева. Ĕç ветеранĕн сумлă наградăсем сахал мар.

Анастасия Константиновнăпа Василий Яковлевич Николаевсем пилĕк ача çитĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра ĕç ветеранĕ кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Хĕрарăмсен канашĕ малашне те ялти ĕçчен, пурнăçпа тан утакан çынсен кун-çулĕпе паллаштарĕ.

Р.ГОРШКОВА,
хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика