Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç ăнăçлăхне хакланă

30 января 2016 г.

Коррупци ыйтăвĕсене влаçсем куçран вĕçертмеççĕ. Çивĕч темăна çак кунсенче РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен коллеги ларăвĕнче сÿтсе явнă.

Чулхулара иртнĕ ларура Михаил Бабич полпред округра коррупцие хирĕç ĕçе анлăн йĕркеленине палăртнă. Мĕнпур регионта тивĕçлĕ нормăсен никĕсне йĕркеленĕ, яваплă çынсене ку енĕпе ятарласа вĕрентнĕ. Çине тăрса ĕçленĕ май коррупципе çыхăннă преступленисене округра 3,6% чакарма май килнĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле шучĕ - 6,5 пине яхăн. Патшалăхăн тата муниципалитетсен 1072 служащине явап тыттарнă. Çав шутра 71-шне - уголовнăй майпа.

Коллеги Чăваш Республикинче Коррупципе кĕрешмелли пĕрлехи мероприятисен планне мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетнĕ. Ĕçе ăнăçлă тесе хакланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика