Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйласа илнĕ сăнав

30 января 2016 г.

Росстатăн 2015 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче çирĕплетнĕ ятарлă хушăвĕпе килĕшÿллĕн  çынсен тупăшне тата вĕсем социаллă программăсене хутшăннине тĕрĕс палăртас тĕллевпе Раççей Федерацийĕн мĕнпур субъектĕнче суйласа илнĕ сăнав иртет.

Ĕç укçи, хăй тĕллĕн ĕçленинчен тата пенсисемпе пособисем илнинчен мĕн чухлĕ тупăш кĕни, çемьесем социаллă программăсене хутшăнни çинчен статистикăн тĕрĕс информацине илесси суйласа илнĕ сăнавăн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать.

Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 576 килти хуçалăхра пулса суйласа илнĕ сăнава ирттерме палăртнă. Çав шутран 336-шĕ - хуласенче, 240-шĕ - яллă вырăнсенче. Елчĕк районĕнче Ĕнел ялĕнчи килти хуçалăхсене суйласа илсе тишкереççĕ. Ятарласа хатĕрленĕ уйрăм ыйтусем çине 16 çул тултарнă тата унтан аслăрах çулхи респондентсем хуравлаççĕ. Интервьюер /ыйтса пĕлекен/ ыйтусем çине хуравлакан çынсенчен нимĕнле документ та ыйтмасть. Çынсем ыйтусем çине епле хурав пани ыттисемшĕн вăрттăнлăхра пулать, вĕсем статистика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме анчах кирлĕ пулĕç.

Респондентсенчен ыйтса пĕлме ятарласа вĕреннĕ, Чăвашстат контракт мелĕпе ĕçлеме илнĕ çынна шанса параççĕ. Суйласа илнĕ сăнав паян - январĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 12-мĕшĕччен иртет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика