30 января 2016 г.
Чăваш хĕрĕпе Мускава ĕçлеме кайсан паллашрăм. Тĕлĕнсе каймалла, инçетре кÿршĕ район хĕрне тĕл пултăм. Туслă çÿренĕ хыççăн пĕрлешрĕмĕр. Эпĕ мăшăра хамăр яла илсе килтĕм. Атте-аннепе паллаштартăм. Малтанах эпир ваттисем пирĕн хутшăнăва хирĕç пулĕ тенĕччĕ. «Чăваш хĕрĕсем ĕçчен те маттур, - терĕ атте. - Эпир чăвашсемпе яланах туслă пурăннă. Хăвăр килĕштерсе пурăнсан хăш халăх çынни пулни ниме те пĕлтермест. Юратура чикĕ çук».
Халĕ пирĕн ывăл ача çитĕнет. Арăм мăсăльман тĕнне хисеплет, унăн саккунĕсене пăхăнать. Эпĕ те вăл ĕненекен тĕне хирĕç мар. Халăхсем хушшинчи туслă хутшăну ĕмĕр-ĕмĕре пытăр.
Р.ГИНИАТУЛЛИН.