Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă вăрçăри татăклă улшăну

30 января 2016 г.

Аслă вăрçăри татăклă улшăну

Сталинградри çĕнтерÿ Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче татăклă улшăну тунă, иккĕмĕш тĕнче вăрçин малашнехи шăпине татса панă.

Сталинградри çапăçусем 1942 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче пуçланнă,1943 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Вĕсем икĕ тапхăрпа иртнĕ: 1942 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕччен - хÿтĕленни, ун хыççăнхи - тапăнса çапăçни. Вăл Дон тата Атăл юханшывĕсем хушшинче тăшманăн пысăк ушкăнне çапса аркатнипе вĕçленнĕ.

Тăшман çарĕ 1942 çулхи çулла Атăл юханшывĕ патне тухма, Кавказри нефть кăларакан вырăнсене тытса илме тĕв тытнă. Çавăнпа вăл стратеги енчен паллă вырăн йышăнакан промышленноç пункчĕсенчен пĕрне - Сталинграда, Дон, Кубань, Атăлăн кăнтăрти районĕсене тытса илме, çĕршывăн центрĕпе Кавказа çыхăнтаракан коммуникацисене татма тĕллев лартнă.

1942 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче тăшман çарĕсем Сталинградшăн хĕрÿ çапăçу пуçланă. Унăн тĕп тĕллевĕ - хулана хÿтĕлекенсене хăватлăн тапăнса Атăл патне тухасси. Хĕрÿ çапăçусем пынă, уйрăмах вокзал тата Мамай курганĕ çывăхĕнче. Кашни урамшăн, кашни кварталшăн, кашни пысăк çуртшăн пынă çапăçу. Акă, вокзалшăн пынă 2 кунхи çапăçура вăл алран-алла 13 хут куçнă.

Чÿк уйăхĕн çурринче тăшман хулан пысăк пайне илнĕ пулин те, унăн вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтнĕ. 1942 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче фашистсен пуçĕ çине вут-çулăм, тимĕр тăкăнма пуçланă. Çапла пуçланă тăшмана аркатма Хĕрлĕ çар. Вăл фашистсен çарĕн пысăк ушкăнне çавăрса илнĕ, ăна 1943 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче тĕпрен аркатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика