30 января 2016 г.
Юлашки вăхăтра çĕр налукĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Унччен вара чылай сахалрах тÿленĕ. Çакă мĕнпе çыхăннă; Тата хисепе пĕчĕклетме çук-ши?
В.АНДРЕЕВ.
РФ Налук кодексĕн 390-мĕш статйипе килĕшÿллĕн çĕр налукĕн суммине лаптăкăн кадастр хакĕнчен палăртаççĕ, ăна кадастр планĕнче кăтартнă.
Унччен вăл рынокри хакран темиçе хут пĕчĕкрех пулнă. Халĕ ун патне çывхартнă. Рынокпа кадастр хакĕсем те улшăнса тăраççĕ. Çакă лаптăк ăçта вырнаçнинчен нумай килет. Юнашар коммуникаци, çул, сиенлĕ производство пурри хака ÿстерет е чакарать. Çĕршĕн хаклă тÿленин тепĕр сăлтавĕ - кадастр хакĕ улшăнни.
Сăмах май, налука чакарма хăшĕ-пĕри çăмăллăхпа усă курма пултарать. Сăмахран, вăрçă ветеранĕсемпе инвалидсен налук бази 10 пин тенкĕ таран чакать /РФ Налук кодексĕн 291-мĕш статйи/. Пенсионерсем, пĕччен ача ÿстерекенсем, социаллă пулăшу илме тивĕçлĕ тата ытти çынсем те çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ.
Енчен кадастр хакĕ тивĕçтермесен, вăл виçесĕр пысăк пулсан эсир лаптăкăн рынок хакне хăвăр палăртма пултаратăр. Çакна тума никама пăхăнман хаклавçăна чĕнсе илмелле. Ăна валли специалиста пĕлсе суйламалла, вăл хаклавçăсен аккредитаци илнĕ организацинче тăмалла, унăн яваплăхне страхламалла. Куçман пурлăха хакланин актне илнĕ хыççăн Росреестрăн кадастр палатине каймалла, çĕр лаптăкĕн кадастр хакне рынокрипе палăртма ыйтса çырмалла. Енчен ыйтнине пурнăçламасан хурав çырса пама ыйтăр, суда çăхавпа тухăр /РФ Çĕр кодексĕн 66-мĕш статйи/.
Çĕрĕн кадастр хакне Росреестр сайчĕ урлă та пĕлме пулать: www.rosreestr.ru. Унсăр пуçне çак службăн вырăнти филиалне çитсе çĕрĕн хакĕпе кăсăкланма май пур.