30 января 2016 г.
Кÿршĕпе пирĕн пахча хушшине хÿме тытман. Çавăнпа вĕсем хăйсене пĕлнĕ пек усă курма тытăнчĕç: е лаптăкне сухаланă чухне пирĕн пахча урлах тракторпа каçаççĕ, е чикĕпе юнашар ÿсекен çырлана ыйтмасăр татаççĕ тата ытти те. Хÿме тытма пирĕн, пенсионерсен, укçа та, вăй-хал та çитмест. Кÿршĕсемпе те хирĕçес килмест. Ыйтăва мĕнле татса памалла-ши?
И.МАТВЕЕВ.
Кÿршĕсем пирки ял тăрăхне е районти шалти ĕçсен пайне пĕлтерĕр. Вĕсемпе хирĕçес килмесен укçа пухса хÿме тытăр. Е кÿршĕсемпе килĕшсе тăкака çурмаран пайламалла тăвăр. Шел, пахчана карта тытмасăр ыйтăва татса пама, кÿршĕпе йĕркеллĕ хутшăнусене упраса хăварма йывăр.