30 января 2016 г.
Атте-анне пире мĕн пĕчĕкрен лайăх та пултаруллă çынсем пулччăр тесе ÿстереççĕ. Атте-анне килĕ маншăн чи ăшши, чи çывăххи. Кирех ăçта каяс пулсан та юратнă çемьерен хакли, лайăххи çук.
Эпир çемьере виççĕн пурăнатпăр. Пурте пĕр-пĕриншĕн тăрăшатпăр, пĕр-пĕрне хисеплетпĕр. Мĕнпе танлаштарма пулать-ши атте-аннен аллисене?! Манăн аттепе анне пĕртте пушă ларма юратмаççĕ, вĕсем пĕрмаях ĕçлеççĕ. Вĕсем ирхине ирех тăрса ĕнесемпе пăрусене пăхаççĕ. Выльăхсем патĕнчен кĕрсен ĕçе кайма васкаççĕ. Эпĕ те вĕсене пулăшма тăрăшатăп.
Чи малтанхи утăмсене те эпĕ анне пулăшнипе тунă. Пĕчĕккĕ чухне унăн çепĕç аллисем тумлантарса, тирпейлесе мана шкула ăсатнă. Вăл ăса вĕрентсе каланă сăмахсем йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшнă, халĕ те пулăшаççĕ.
Чăвашсен патриархĕ И.Я.Яковлев та ачасене тĕрĕс воспитани парас енĕпе ытларах чухне амăшĕн тивлечĕ хăватлă пулнине палăртнă.
Аттепе анне - Николай Геннадьевичпа Надежда Петровна Васильевсем маншăн яланах ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсем хăйсене йĕркеллĕ тытаççĕ, вăхăта усăллă ирттерме тăрăшаççĕ, калаçасса та чăн чăваш чĕлхипе калаçаççĕ. Çемьере ирхи хусканусем тăвасси те ырă йăлана кĕнĕ. Эпĕ те компьютер вăййисемпе темĕнччен выляса лармастăп, ун вырăнне ытларах уçă сывлăшра пулма кăмăллатăп.
Елена ВАСИЛЬЕВА.
Курнавăш шкулĕ.