30 января 2016 г.
80 çултан иртнĕ аннене пăхатăп. Сывлăхĕ хавшанипе манăн ĕçрен кайма тиврĕ. Халĕ унăн опекунĕ шутланатăп. Çав вăхăта ĕç стажне кĕртеççĕ-ши?
С.МИХЕЕВА.
Çĕнĕ пенси саккунĕнче страхлав стажĕ текен ăнлав пур. Вăл пенси тата социаллă хÿтĕлев енĕпе çăмăллăх илме май парать. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вара пенси виçине палăртать.
80 çула çитнĕ çынсене пăхнă тапхăра страхлав стажне кĕрекен вăхăт пекех шутлаççĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажне çак тапхăр кĕмест. Çавăнпа стаж коэффициентне палăртнă чухне ăна шута илмеççĕ. 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçлев пенсин виçине пенси коэффициенчĕн сумминчен шутлаççĕ. 80 çултан иртнĕ çынна çулталăкĕпех /туллин/ пăхса пурăнсан пенси виçинче çакна хушма пенси коэффициенчĕ пек /1,8 балл/ палăртаççĕ /«Страхлав пенсийĕ çинчен» саккун, 2013 çулхи раштавăн 28-мĕшĕ, 400 №/.