27 января 2016 г.
Иртнĕ тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.
Районта ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен фермисенчи ĕç-хĕлпе паллашасси малалла пырать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынипе иртнĕ эрнере районти комисси «Эмметево», «Урожай» ОООсен, «Труд», «Рассвет», «Сатурн» ЯХПКсен сĕт-çу фермисенче пулнă. Канашлура вĕсенчи лару-тăрупа Н.Миллин паллаштарчĕ. Çитĕнÿсемпе пĕрлех çитменлĕхсем пурри çинчен те чарăнса тăчĕ, выльăх-чĕрлĕх отрасльне эффективлă аталантарасси пирки сĕнÿсем пачĕ. Фермăсемпе паллашасси малалла пырать.
Çул çитмен çамрăксем хушшинче право йĕркисене пăснă, синкерлĕ лару-тăрура вĕсем инкек тÿснĕ тĕслĕхсем йышлансах пыраççĕ. Çакна канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый палăртрĕ. Акă, çулталăк пуçланнăранпа Раççейре пушарсенче 27 ача вилнĕ, 40-шĕ суранланнă. Чăваш Енре иртнĕ çул 2 пушарта 3 ача пурнăçран уйрăлнă. Кунта уйрăмах ăнăçсăр, нумай ачаллă çемьесенче лару-тăру йывăр. Пирĕн районта ачасем инкексенче сиенленнĕ тĕслĕхсем çук пулин те, çакă лăпланса лармалла тенине пĕлтермест - ачасемшĕн вĕренÿ учрежденийĕсем çеç мар, пĕтĕм общество яваплă.
Малашне те инкексем ан пулччăр тесе районта ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен ачасен пурнăç условийĕсене тĕпчес, вĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăннине палăртас тĕлĕшпе ятарлă рейдсем йĕркелессине пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕччен районти комисси ял тăрăхĕсенчи ăнăçсăр кашни çемьене çитĕ.
Çул çитмен çамрăксем хушшинчи тепĕр пысăк йывăрлăх вăл – вĕсем право йĕркисене пăсни. Иртнĕ çул Чăваш Енре çамрăксем хутшăннипе пулнă 518, çав шутра Елчĕк тăрăхĕнче 4 преступление шута илнĕ. Çаксем виçĕм-çулхинчен пысăкрах. Çул çитменнисем хушшинче ют пурлăха хапсăнакансем чылай. Чăваш Енре ку енĕпе кăтарту 2014 çулхинчен 21,2 процент ÿснĕ.
Л.Левый çул çитмен çамрăксем çине тимлĕх ытларах уйăрма кирлине, ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсен, районти çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссин яваплăхне ÿстермеллине çирĕплетсех каларĕ.
Республикăра, районта пушарсенче, ытти синкерлĕ лару-тăрура инкек тÿсекенсем сахал мар. Иртнĕ çул республикăра 978, районта 15 пушара шута илнĕ. Çакăн пирки район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн ертÿçи А.Клементьев чарăнса тăчĕ.
Вăл палăртнă тăрăх, 2015 çулта районта пушарсенче пĕр çын аманнă. Çул çинче 18 инкек пулнă, 5 çын пурнăçран уйрăлнă, 27-шĕ суранланнă. Шывра çынсем путса вилнĕ тĕслĕхсем пулман.
Районта тĕрлĕ инкексене сирсе ярас тĕлĕшпе пушар сÿнтерекен пĕр служба, штатра тăман 14 формировани ĕçлет. Вĕсенче 106 çын, техникăн 35 хатĕрĕ шутланса тăрать. Службăсен ĕç-хĕлне пĕрлехи дежурнăй диспетчер служби урлă йĕркелесе пыраççĕ. Пĕлтĕр ЕДДСа 461 пĕлтерÿпе хыпар килнĕ.
А.Клементьев çавăн пекех профилактика мероприятийĕсем пирки те чарăнса тăчĕ.
Канашлура районшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те хускатнă.