Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

27 января 2016 г.

Литурги ирттернĕ

Канаш тата Тăвай епископĕ Стефан Преосвященнейший Турханти Турă Амăшĕн хÿтĕлесе тăракан /Пукрав/ ячĕллĕ чиркÿре литурги ирттернĕ.

Ăна IV округ благочиннăйĕ Александр Сенькин протоирей, Анатолий Емельянов протоиерей, Канаш епархийĕн канцеляри заведующийĕ Виталий Ушков иерей, Владимир Краснов иерей, епархин тĕн çыннисем пулăшнă.

Стефан Преосвященнейший пухăннисене пил панă.

 

Ветерансем 90 çулта

Курнавăшра пурăнакан ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ Евлампия Мясникова 90 çулхи юбилейне паллă тунă.

Сумлă уявпа ветерана Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Смирнов, ветерансен ялти канашĕн ертÿçи Д.Смирнова, хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Р.Горшкова, культура ĕçченĕсем саламланă, Раççей Президенчĕн В.Путинăн саламлă çырăвне, асăнмалăх парне парса чысланă.

Е.Мясникова Курнавăш ялĕнче çуралса ÿснĕ, мăшăрĕпе пĕрле 5 ача çитĕнтернĕ. Ĕç ветеранĕ вăрçа тухса кайнă арçынсене улăштарса трактор штурвалĕ умне ларнă, унпа 17 çул ĕçленĕ.

Ветеран тĕрлĕ медальсене, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Çавăн пекех çак кунсенче Çуткÿлĕнчи Мария Петрова, Аслă Пăла Тимешри Зиновий Баранов та хăйсен 90 çулхи юбилейне уявланă.

 

Хушма тÿлев илеççĕ

Районти ĕçлемен 620 пенсионер федерацин социаллă хушма тÿлевне илет.

Чăваш Енре пенсионерăн уйăхри пурăнмалли чи пĕчĕк виçе кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 7391 тенкĕпе танлашнă. Çавăнпа федерацин социаллă хушма тÿлевне илекенсен йышĕ тата 350 çын ÿснĕ.

 

Комисси ларăвĕнче

Районти административлă комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унта йĕркелÿ ыйтăвĕсене тишкернĕ.

Комиссине ертсе пыма Л.Левыя, унăн çумне А.Уркова, çыруçине Е.Лебедевăна çирĕплетнĕ.

Ларура обществăри лăпкăлăха пăснă тĕслĕхпе ĕçсем пăхса тухнă. Елчĕкри С.Л. тата Çуткÿлĕнчи М.С. граждансене асăрхаттарнă.

 

Ватăсене пулăшаççĕ

Кăçалхи хĕл юрне те чылаях çуса пачĕ, çил-тăман та алхасрĕ. Çапах та ял ĕçченĕсем хăрамарĕç - пурте кил-çурт таврашне тасатма тăрăшрĕç.

Тимуровецсем ватăсене пулăшма яланах хатĕр. Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем те кашни çулах Ĕнел, Тÿскел, Тăрмăш ялĕсенчи вăрçăра пуç хунă ветерансене халалланă палăксене юртан тасатса тăраççĕ. Ку вăл - сăваплă.

Вĕренекенсем ялсенчи ватăсем патне те çитме тăрăшаççĕ. Акă, нумаях пулмасть 5 «к» класра вĕренекенсем аслисемпе пĕрле Елчĕкре пурăнакан педагогика ветеранне Петр Никифорович Чернова пысăк пулăшу пачĕç. Тÿскел ялĕнчи ĕç ветеранĕ Валентин Николаевич Шашков та ачасен ĕçĕпе кăмăллă пулчĕ, тав сăмахĕ каларĕ.

 

Музее - парне

Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн фончĕ 5 пин ытла экземплярпа танлашать. Иртнĕ çул вăл тата 36 экспонатпа пуянланчĕ.

Кăçал та музей «Музее парне ту» акци пуçарчĕ. Вăл çулталăк вĕçленичченех пырĕ.

Çулталăк пуçламăшĕнчех музей фондне Аслă Пăла Тимешре çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнакан Вера Диомидова декоратор-флорист 25 экспонат парнелерĕ. Вĕсен йышĕнче - анатри тата вăтам тăрăхри чăвашсен тумĕсем, савăт-сапи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика