27 января 2016 г.
1944 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче совет çарĕсем Ленинград хулине фашистсем хупăрласа тăнинчен пĕтĕмпех татнă.
Вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех фашистсен çар командованийĕн стратегиллĕ тĕп планĕсенчен пĕри Ленинград хулине тытса илесси пулнă.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче чи вăраха тăсăлнă çапăçу 1941 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 1944 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕччен тăсăлнă. Ленинграда хÿтĕлесси 900 кун пынă - çак тапхăрта кунта совет çарĕсем Германи çарĕсен пысăк пайне тата финсен пĕтĕм çарне тытса тăнă. Çакă, паллах, Хĕрлĕ çара фронтăн ытти участокĕсенче çĕнтерÿсем тума май панă. Ленинградра пурăнакансем чăннипех хăйсен патриотла туйăмне, çирĕплĕхне, паттăрлăхне кăтартнă. Блокада вăхăтĕнче хулари 1 миллиона яхăн çын вилнĕ, вĕсенчен 600 пин ытла - выçăпа. Вăрçă пынă тапхăрта Гитлер пĕр хутчен çеç мар Ленинграда çĕрпе танлаштарма, пĕр çын юлмиччен пĕтерме хушнă. Анчах та тупăсемпе ытти хĕç-пăшалтан пени те, бомбăсем тăкни те, выçлăхпа сивĕ те хÿтĕлекенсене çапса хуçайман.
1941 çулхи утă-авăн уйăхĕсенчех халăх ополченийĕн 10 дивизийĕ йĕркеленнĕ. Йывăрлăха пăхмасăр Ленинградри промышленноç предприятийĕсем пĕр кун та ĕçлеме чарăнман. Блокадăри çынсем валли Ладога кÿллин пăрĕ урлă пулăшу пырса тăнă - ахальтен мар ĕнтĕ транспорт магистралĕ «Пурнăç çулĕ» ята тивĕçнĕ.
1943 çулхи кăрлачăн 12-30-мĕшĕсенче блокадăна татас тĕллевпе «Искра» операци ирттернĕ. Çакă Ленинградшăн пынă çапăçусенчи чи паллă пулăм пулнă. Ладога кÿллин кăнтăр çыранĕсене фашистсенчен тасатнă, ăнăçу пĕтĕмпех Хĕрлĕ çар енне куçнă.
1944 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен пынă стратегиллĕ Ленинград-Новгород тапăну операцийĕнче нимĕç фашисчĕсен «Çурçĕр» çар ушкăнне чăннипех питĕ пысăк сиен кÿнĕ. 1944 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче ленинградецсем блокада ункине пĕтĕмпех татнине уявланă. Çак кун вĕсен паттăрлăхне 324 тупăран персе салют парса чысланă.
Операци вăхăтĕнче Ленинград облаçне пĕтĕмпех, çавăн пекех Калинин облаçĕн пĕр пайне фашистсенчен тасатнă, совет çарĕсем Эстони çĕрĕсем çине пырса кĕнĕ - Прибалтикăра тăшмана çапса салатма лайăх майсем тухса тăнă.