27 января 2016 г.
Район прокуратури вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем коррупцие хирĕçле саккунсене мĕнле пурнăçланине тĕпченĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче вĕренÿ учрежденийĕсен хăш-пĕр ертÿçисем саккунсемпе килĕшÿллĕн 2014 çулшăн хăйĕн, мăшăрĕпе çул çитмен ачасен тупăшĕсемпе тăкаксем, пурлăхпа çыхăннă обязательствăсем çинчен тăратнă сведенисем тулли маррине палăртнă. Сăмахран, вĕренĕвĕн 8 учрежденийĕн ертÿçи сведенисенче хăйсен харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсем, 6-шĕ вĕсене арендăна панăшăн илнĕ тупăш, пĕри мăшăрĕ коммерци организацийĕн устав капиталĕн 2,1 проценчĕпе хуçаланни, 3-шĕ хăйсен харпăрлăхĕнчи çăмăл автомашинăсем çинчен пĕлтермен.
Асăннă çитменлĕхсемшĕн должноçри 18 çынна дисциплинарлă явап тыттарнă, район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертÿçине çитменлĕхсене пĕтерме хушнă.
П.КОКОРЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.