27 января 2016 г.
Социаллă пулăшу парассинчи улшăнусем вăя январĕн 11-мĕшĕнчен кĕчĕç. Улшăнусене бюджет укçи-тенкине эффективлă усă курас тĕллевпе пăхса тухнă.
Чăваш Республикин «Ачаллă граждансене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен» тата «Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парассин хушма мерисем çинчен» калакан саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, ачасене уйăхсерен паракан пособие çемьери кашни çыннăн вăтам тупăшĕ республикăри пурăнмалли виçерен иртменнисене параççĕ.
«Чăваш Республикинчи ĕç ветеранĕсем çинчен» калакан уйрăм саккуна йышăннă хыççăн «Чăваш Республикинчи тыл тата ĕç ветеранĕсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккуна улшăнусем кĕртнĕ.
«Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята Раççей Федерацийĕн гражданинне, республикăн патшалăх наградисене тивĕçнисене параççĕ. Е ĕç стажĕ çителĕклĕ кирлĕ.
Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем пенси çулне çитнĕ пулсан саккунпа килĕшÿллĕн /малалла ĕçлеменнисем/ уйăхсерен 1082 тенкĕ укçа илсе тăраççĕ. Вырăнти телефон çыхăнăвĕпе усă курнин 50 процент тăкакне саплаштармалли компенсаци илеççĕ.
Кама мĕнле социаллă пулăшу тивĕçнине пĕлес текенсен тĕплĕнрех вырăнти социаллă хÿтлĕх пайне шăнкăравласа пĕлмелле.