Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсене - çăмăллăхсем

27 января 2016 г.

2015 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан хăш-пĕр категорири граждансене капиталлă юсав ĕçĕсене малашне пурнăçланăшăн тÿлемелли взнос укçинчен пуçĕпех хăтарасси е çуррине анчах тÿлеттересси пирки регионсене шута илме сĕнни çинчен калакан саккуна алă пусса çирĕплетнĕ.

Асăннă улшăнусем 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Çакăн пирки «Нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçлакан республикăри фонд» коммерциллĕ мар организацин генеральнăй директорĕнчен Олимпиада Епифановăран   тĕплĕнрех ăнлантарса пама ыйтрăмăр.

- Кăрлач уйăхĕнче хваттерсене тĕпрен юсама укçа-тенкĕ тÿлессипе çыхăннă ыйтусем хальхи вăхăтра пирĕн пата уйрăмах нумай килеççĕ. Анчах Саккуна улшăну кĕртни хăш-пĕр категорири граждансене анчах пырса тивет. Çăмăллăхсемпе 70 çул тултарнă граждансем, 1 тата 2-мĕш ушкăнсенчи инвалид çынсем, инвалид ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ усă курма пултараççĕ. Анчах малтан çак Саккуна регион шайĕнче йышăнмалла, унсăр пуçне, субсиди уйăрса пама бюджета улшăнусем кĕртмелле. Çавна май Чăваш Республикинче Саккун йышăниччен нумай хваттерлĕ çуртсенче малашне капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçлассишĕн иртнĕ çулхи пекех тÿлемелле. Кайран тÿлев квитанцийĕсене вырăнсенчи социаллă хÿтлĕх пайĕсене тăратмалла,  эсир ытлашши тÿленĕ укçа-тенке вĕсем каялла тавăрса памалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика