Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Киревсĕрлĕхе вырăн çук

23 января 2016 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Мероприятире çавăн пекех право хуралĕн, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем пулнă.

РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков ведомствăн 2015 çулхи оперативлă тата служба ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Генерал-майор палăртнă тăрăх - наркотик саракансен çулне пÿлес тĕлĕшпе яваплăха туйса ĕçленĕрен регионта наркотиксемпе çыхăннă лару-тăрăва лайăх енне улăштарма май килнĕ, наркоманипе пуçласа чирлекенсен шучĕ чакни те сисĕнет. Федерацин Атăлçи округĕнчи кăтартусемпе танлаштарсан Чăваш Енре пĕтĕмĕшле наркотизаци шайĕ 1,6 хут пĕчĕкрех.

Наркотиксемпе çыхăннă лару-тăру лайăхланнине çавăн пекех «наркомани», «наркотиксемпе тата психотроплă япаласемпе усă курни» диагноз лартнисен йышĕ чакни, наркологи учрежденийĕсенче учетра тăракан çул çитмен çамрăксем сахалланни çирĕплетет. Кунсăр пуçне пĕлтĕр наркопреступленисен шучĕ те ÿсмен. 2015 çулта право хуралĕн органĕсем Чăваш Енре наркотиксемпе çыхăннă 858 преступлени тупса палăртнă. Уголовнăй ĕç пуçарнă тĕле саккунсăр çаврăнăшри 29 килограмм ытла наркотик, психотроплă тата хăватлă витĕм кÿрекен препаратсем туртса илнĕ.

Юрий Васильев Наркотĕрĕслев управленийĕн ĕç-хĕлне пысăк хак панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика