23 января 2016 г.
Чăвашстат Чăваш Республикинче усă курмалли хăш-пĕр таварсен вăтам хакĕ кăрлачăн 12-18-мĕшĕсенче мĕнле улшăннине пĕтĕмлетнĕ.
Çак тапхăрта апат-çимĕçре усă курмалли сахăр песукĕ, вермишель, сыр, кăлпасси, купăста хакĕсем 3,3-1,3 процент ÿснĕ. Çав вăхăтрах помидор, консерва, ĕне, сысна ашĕ, пирус, бензин хакĕсем малтанхипе танлаштарсан, йÿнелнĕ.