23 января 2016 г.
Пурнăç çăмăлах мар пулин те мал ĕмĕтлĕ çынсем хăйсене ĕçре кăтартмалли тĕрлĕ майсем шыраса тупаççĕ. Хальхи вăхăтра нумай çамрăк суту-илÿ ĕçĕнче тăрăшать.
Вĕсен ĕçĕ ыттисемшĕн те усăллă. Район центрĕнче тата ялсенче уçăлнă уйрăм предпринимательсен лавккисенчен хальхи вăхăтра хăвна килĕшекен кирек епле тавара та тупса туянма пулать. Кĕсьере укçу анчах пултăр.
Елчĕкри Юбилей урамĕнче нумаях пулмасть уçăлнă «Агат» лавккара пулса курма тÿр килчĕ. Иртнĕ кунсенче анчах кÿрсе килнĕ çĕнĕ йышши, пахалăхĕпе те лайăх шутланакан люстрăсемпе светильниксем, илемлĕ савăт-сапа куçа илĕртрĕç. Вĕсен хакĕсем те тивĕçтермелле пулнине кура киле пушă алăпа таврăнас темерĕм. Хам тахçанах ĕмĕтленнĕ пек, пысăк люстра туянтăм.
Л.ПАВЛОВА,
Кĕçĕн Шăхаль ялĕ.