Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пурнăçĕ

23 января 2016 г.

Елчĕксем кубока тата дипломсене тивĕçнĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пыракан комисси ларăвĕнче республикăра чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассинчен асăрхаттарас тата ăна сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе иртнĕ çулта мĕнле ĕçленине  тишкернĕ.

Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ гражданла оборона ĕçĕнчи пысăк ÿсĕмсемшĕн куçса çÿрекен кубока тата I степень, Чăваш Республикин РСЧС территори подсистемин Елчĕк районĕн звени II степень дипломсене тивĕçнĕ.

 

Ĕç - пурнăç никĕсĕ

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрта 2016 çул пуçланнăранпа 33 ĕçсĕр çынна официаллă майпа шута илнĕ, ĕçсĕрлĕх хисепĕ 0,37 процентпа танлашнă.

Хальхи вăхăтра ĕçсĕр тăрса юлнă 31 çын пособи илсе тăрать. Çав вăхăтрах ĕç паракансем районти предприятисемпе организацисенче ваканси - 219 пушă ĕç вырăнĕ пуррине те пĕлтереççĕ. Çав шутран 181 ĕç вырăнне çынсене рабочи профессийĕсемпе ĕçлеме илеççĕ.

 

Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Кушкăри вăтам шкулти 9-мĕш класра вĕренекен Татьяна Перепелкина Пĕтĕм Раççейри «Тăван çĕршыв, сана мухтатăп!» пултарулăх конкурсĕнче палăрнă.

Вăл пултарулăх аталанăвĕн «Арт-талант» академийĕ ирттернĕ конкурса «Тăван енĕн йăли-йĕрки тата алă ăсталăхĕ» ĕç тăратнă. Унăн ĕçĕ «Тĕпчев проекчĕ» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă. Призера саламлатпăр!

 

Пушар сÿнтерекенсен ĕç-хĕлĕпе паллашнă

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче хăнара пулнă.

Пушар чаçĕн ертÿçи Василий Григорьев пушарсен сăлтавĕсем, хăрушсăрлăх çинчен чарăнса тăнă. Çавăн пекех ачасем шăрпăкпа выляни хăрушă инкек патне илсе пынине уйрăммăн палăртнă.

Вĕренекенсем вут-çулăма хирĕç кĕрешессинче усă куракан техника хатĕрĕсемпе кăсăкланса паллашнă, пушар сÿнтерекенĕн тумтирне те тăхăнса пăхнă.

 

Кино çулталăкне халалланă куравсем

Кăçал Раççейре Кино çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Çавна май ялсенчи библиотекăсенче кĕнекесен куравĕсене йĕркелеççĕ.

Акă, Курнавăш ял библиотекинче «Кĕнеке страницисенчен пысăк экран çине» кĕнекесен куравĕпе паллашма пулать.

Курав виçĕ пайран тăрать. «Çăлтăрсен шăпи кĕнекесенче» пайра Раççей тата ют çĕршывсен киноактерĕсем пирки çырнă кĕнекесем, «Фильмсем ÿкернĕ кĕнекесем» рубрикăра кинофильмсем ÿкернĕ вырăс тата совет çыравçисен произведенийĕсем вырăн тупнă. «Ачасем валли ÿкернĕ кинофильмсен асамлă тĕнчи» пайра ачасен кинофильмĕсен классикĕсен кĕнекисемпе паллашма пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика