23 января 2016 г.
Нумаях пулмасть Чăваш Енре амфетамин ятлă наркотике хатĕрлесе пирĕн республикăра сутма хатĕрленнĕ преступниксен пысăк ушкăнне тытса чарнă.
Мĕнле вăрттăн «ĕçленĕ» пулин те чăваш наркополицейскийĕсем тăрăшнипе çак ушкăна тăрă шыв çине кăларма пултарнă, пиншер доза хатĕрлемелĕх наркотик туртса илнĕ.
Преступлени тăвакансен тĕлĕшĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă, вĕсене çакăншăн 10 çултан пуçласа 20 çул таранччен, наркотика туянакансене вара 5 çула хупса хума пултараççĕ.