23 января 2016 г.
Раççей ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн полицин Елчĕк районĕнчи пайĕ иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.
Полицин районти пайĕ право сыхлавĕн ытти, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрле йĕркелĕхе сыхлас, çынсен тата общество хăрушсăрлăхне тивĕçтерес, преступленисене тĕпчесе уçса парас енĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Вĕсем пулăшнипе районти криминаллă лару-тăрăва асăрхаса, тĕрĕслесе тăма май килчĕ. Районта иртнĕ массăллă мероприятисем вăхăтĕнче синкерлĕ лару-тăру сиксе тухман.
Пĕлтĕр 106, иртнĕ çулхинчен 14 процент ытларах преступление шута илнĕ. Уйрăмах пурлăха çаратас, шулĕклĕх, çул çÿремелли йĕркесене пăсас, транспорт хатĕрĕсемпе усă курас енĕпе право йĕркисене пăсасси ÿссе пыни хумхантарать. Аслă Пăла Тимеш, Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль, Тăрăм, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенче преступленисен йышĕ ÿсни палăрчĕ. Хамăр ĕçре уйрăм çынсенчен килнĕ хыпарсемпе, заявленисемпе усă курассине тĕп вырăна хуратпăр. Иртнĕ çул 1993 хыпар, заявлени илнĕ, вĕсенчен 68-шĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă, 270-шне тĕпченĕ.
Иртнĕ 2015 çулта 101 преступление уçса панă.
Тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем ирттернĕ, видеокамерăсемпе усă курнă пулин те, обществăлла вырăнсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем 30,8 процент, урамра тунă преступленисем 133,3 процент ÿснĕ.
Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă, хĕç-пăшалпа усă курнă чухне тунă пĕрер преступление тупса палăртнă.
Маларах тунă преступленисене уçса парассипе те ĕçлесе пыратпăр. Ку енĕпе пĕтĕмпе 6 преступление палăртнă. Тĕпрен илсен, право йĕркине пăсакансене «хĕрÿ йĕрпе» шыраса тупассине малти вырăна хуратпăр - пĕлтĕр çак майпа 27 преступление уçса панă.
Иртнĕ çул преступлени çулĕ çине тăнă 5 çынна шыраса тупнă. Çавăн пекех çемьепе çыхăну татнă 3 çынна, килтен тухса кайнă çул çитмен 1 çамрăка тупса палăртнă. Экономикăпа çыхăннă 8, çав шутран коррупци сĕмĕллĕ 3 преступление тĕпченĕ.
Профилактика ĕçĕсене йĕркеленине пула маларах тунă тата ушкăнпа йĕркене пăснă тĕслĕхсем сахалланă. Çав вăхăтрах ĕçлемен, эрех-сăрапа иртĕхекен çынсем, çул çитмен çамрăксем преступлени çулĕ çине тăни право сыхлавĕн ĕçченĕсене çеç мар, общественноçа та шухăша яма тивĕç.
Административлă право йĕркине пăснă тĕслĕхсемпе иртнĕ çул 1496 протокол çырнă, 1,960 миллион тенкĕлĕх штрафланă. Çапах та вĕсене шыраса илессипе малашне ĕç-хĕле тата ытларах вăйлатма кирлине туятпăр.
Право йĕркисене пăсма хăтланакан 135 çынна шута илнĕ. Çул çÿремелли йĕркене пăсакансем районта çав-çавах пур-ха - 2015 çулта çул çинче транспорт хатĕрĕсемпе тунă 20 инкеке шута илнĕ, вĕсенче 27 çын аманнă, 5 çын пурнăçран уйрăлнă.
Полицин районти пайĕн право йĕркисене çирĕплетес енĕпе ĕçлемелли чылай - профилактика операцийĕсем, рейдсем ытларах йĕркелемелле, халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене ирттерессине вăйлатмалла, урăхла каласан, çынсем лăпкă пурăнччăр тесе пĕтĕм вăй-хала парса ĕçлемелле.
И.МИХАЙЛОВ,
Раççей ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн
полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи.