23 января 2016 г.
Елчĕк район сучĕ Сорокина /хушаматне улăштарнă/ должноçри çынна взятка пама хăтланнăшăн айăпланă.
Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнче Сорокин «Шевроле Ланос» автомашинăпа Комсомольски - Елчĕк - Пăва /Тутарстан/ автоçул çинче çул çÿремелли йĕркене пăснă - çулăн хирĕç енне тухнă. Ăна ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн инспекторĕ чарнă, Сорокин ячĕпе административлă протокол çырма хатĕрленнĕ.
Сорокин, транспорт хатĕрĕн çÿреме ирĕк паракан удостоверенийĕсĕр тăрса юлас мар, штрафран хăтăлас тесе инспектора укçа сĕннĕ. Инспектор ăна илме хирĕçленĕ.
Район сучĕ Сорокина 30 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Вăл саккунлă вăя кĕнĕ.
А.ВИКТОРОВ,
Елчĕк район сучĕн ертÿçи.