23 января 2016 г.

Чăваш Енре кăрлачăн 23-мĕшĕнчен «Снегоход» профилактика операци-уйăхлăхĕ пуçланчĕ.
Районта паянхи кун тĕлне уйрăм çынсемпе организацисенче 5 снегоход, 3 снегоболотоход шутланса тăрать. Йышĕ нумаях мар пек, анчах та вĕсем хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ. Хăш-пĕр чухне юр çийĕн çÿрекен техника хатĕрĕсене пушă вăхăтра киленмелли, савăнмалли япала вырăнне çеç хума тăрăшаççĕ. Çакна шута илни вырăнлă - юсавлă техника, ăна патшалăх енчен тивĕçлипе регистрацилени, водителĕн вара унпа усă курма ирĕк паракан документ пулни çеç инкекрен хăтăлма май парать.
Операци-уйăхлăх вăхăтĕнче техника хатĕрĕн юсавлăхне, çул çÿремелли, техника хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăннине, юр çийĕн çÿрекен автотранспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕк паракан «А» категорири удостоверени пуррине, снегохода регистрациленине, унпа усă курнă чухне çутçанталăка сиен кÿменнине тĕрĕслес тĕллевпе районта ятарлă ушкăн йĕркеленĕ. Унăн йышĕнче патшалăх техника асăрхавĕн, çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕсен, çутçанталăк сыхлавĕн, МЧС органĕсен ĕçченĕсем пур. Вĕсем пĕрлехи рейдсем йĕркелеççĕ, снегоходсемпе тĕрĕс усă курнине тĕрĕслеççĕ.
Снегоходсемпе, юр çийĕн çÿрекен ытти техника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне право йĕркисене пăхăнман, вĕсене тивĕçлипе регистрацилемен çынсене Раççей Федерацийĕн Административлă право нормисене пăснисен кодексĕпе тивĕçлипе явап тыттараççĕ.
А.СОЛОВЬЕВ,
патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертÿçи.
Сăнÿкерчĕкре: «Снегоход» операци-уйăхлăх вăхăтĕнчи тĕрĕслев саманчĕ.