23 января 2016 г.

Çĕрĕпе алхасрĕ çил-тăман. Çавăнпа Саша паян каллех ир-ирех тăрса картишне тухрĕ. Маларах хĕл ларассине ĕненме те йывăрччĕ, раштавра çумăр çăватчĕ. Туррăн парасси пĕтмест тенĕрен, халĕ юр тултарать кăна.
Вырăн çинче йăваланса выртма юратмасть Александр, яланах тăватă сехет иртсенех ура çине тăрать. Ĕнине сăвать, сурăхĕсемпе ĕне-пăрушне апат парать, вĕсен айсарăмне тасатать. Унтан ытлашши сĕте патшалăха пама васкать. А.Гаврилов уйрăм предприниматель пуçтарать халăхран сĕт, вăл та ирех палăртнă вырăна çитет.
Çĕрĕпе илемлĕ литература вуласа выртнăскер, лайăх кăмăлпа вăранчĕ. Чунра ăшă та лăпкă. Юрла-юрла ĕçлет Александр Ермолаев кил картинче. Амăшĕпе кăна пурăнаканскер, ял çыннисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмаççĕ Ермолаевсем. Кил хуçи ыттисем пекех хресчен пурнăçĕпе киленсе пурăнать. Хăй калашле, Андреевсем, Ильинсем, хурăнташ Ермолаевсем, Волковсем пек 4-5 ĕне усрамасть вăл, çапах кил карти выльăх-чĕрлĕх сассипе илемлине аван туять.
- Пĕлтĕр ĕнене сутма тиврĕ. Анчах ялта «шурă ылтăн» паракансăр пурăнма начар. Вара пăруран ĕне ÿстертĕм, - тет вăл. - Халĕ хама чăннипех ял çынни тесе шутлатăп. Хресченĕн пĕтĕм техĕмĕ те хамăр лартса ÿстерсе илекен продукципе тăранса пурăннинче мар-и-ха? Пирĕн тăрăх вăрманпа пуян, алă усса лармасан тăван тавралăх илемĕпе килен. Пурте пур вăрманта: кăмпи, çырли... Ÿркенмесен сиплĕ милĕкне те, курăкне те хатĕрлеме пулать.
Александр Федорович «Яманчурино» сахал яваплă юлташлăхра ĕç сыхлавĕн инженерĕ тата бригадир пулса ĕçлет. Шупашкарти энергетика техникумне пĕтернĕ хыççăн мал ĕмĕтлĕ йĕкĕт икĕ çул салтакра пулнă. Унтан яланлăха тăван ялта тĕпленнĕ. Çичĕ пĕртăван ÿснĕ вĕсем, тĕп киле Саша тăрса юлнă. Амăшĕ, Вера Петровна, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен «Слава» колхозра тăрăшнă. Халĕ 80 çула хыçа хăварнă. Çулсем иртнĕ майăн ăна та пулăшу кирлĕ. Вăр-варлăхĕ чакнă ватăн. Пÿртре майĕпен кăштăртатса çÿрени те темрен паха.
Пысăк та капмар, икĕ хутлă çурт лартнă тăрăшуллă та харсăр Александр Ермолаев. Çăмăл машина туяннă.
- Паллах, çурта тăвансемпе, ял-йышпа нимелле купаланă. Укçи-тенкине вара ялта ĕçлесех, йышлă выльăх-чĕрлĕх усраса, ăна сутса пуçтартăм, - тет вăл сăпайлăн.
Амăшĕ пенси илет, анчах кил хуçи хăй ĕçлесе илнипех хуçалăха тытса пыма тăрăшать.
- Эпир ялта лайăх пурăнатпăр. Анне ытларах хуларисене пулăштăр. Вĕсене çăмăл мар ача-пăча ÿстерме. Пĕртăвансем яла хăнана килсен пушă алăпа кăларса ямастпăр. Эпир пур чухне аш-какайне тем хак парса ан туянччăр пасартан, - тет Александр Федорович тăванĕсене куç умне кăларса тăратса.
Сăмах май каласан, аппăшĕсене хваттер туянма тенкĕ çумне тенкĕ хушса пулăшма май тупнă укçа-тенкĕне перекетлĕ тытма пĕлекенскер.
Выльăх-чĕрлĕх усракан, тăрăшса вăй хуракан, хăйĕн çĕр лаптăкне хуçалăха усă курма панă хресчене ООО дирекцийĕ утă-улăмпа çителĕклĕн тивĕçтерет.
- Ĕне выльăх усракан çыннăн кун йĕрки, ĕç дисциплини çирĕп. Ку чухне тарăн ыйхă çинчен манатăн, унта-кунта е хăнана кайсан та ĕнене вăхăтра сăвас шухăша пуçран кăларса пăрахмастăн, - тет мал ĕмĕтлĕ Александр.
Хĕлле бригадирăн кăна мар, ытти специалистсен те ĕçĕ канăçлăрах. Ĕççи вăхăтĕнче, калăпăр, ĕне сума йăпăртлăха киле чупса анать те хиртен, хĕвел анмасăр та каялла çаврăнса килеймест. Халĕ вара йĕлтĕрпе ярăнма та, вулама та вăхăт çитет. Вăл çеç те мар, ялти культура çуртĕнчи мероприятисене те хаваспах хутшăнма май тупăнать. Александр Ермолаева ял çыннисем хисеплеççĕ. Çавăнпах Лаш Таяпа ял тăрăхĕн депутатне суйланă. Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕнмест вăл, сиенлĕ йăласемпе туслă мар. «Эткер» фольклор ушкăнне çÿрекенскер, тĕрлĕ спектакльсенче вылять, ват çын сăнарĕсене ăста калăпланипе паллă вăл.
- Александр Федорович тĕрлĕ конкурссенче спонсорла пулăшусем те парать. Çивĕч, пысăк тавракурăмлă вăл, анчах ялта хĕрсем çук. Акă, хаçат вулакан пĕр-пĕр маттур хĕр паллашасшăн пулĕ-ха унпа, - пĕлтерет культура çурчĕн заведующийĕ Н.Обожгеева.
Сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакан специалист «Елчĕк ен» хаçат парнишĕн ирттерекен ăмăртăва кашни çулах хутшăнать. Мала тухать. Район хаçатне юратса вулать. Вăл ертсе пынипе хуçалăх çуран, йĕлтĕрпе чупассипе районти ăмăртусене те активлă хутшăнать.
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку çулталăка Ĕç çынни çулталăкĕ тесе йышăннине питĕ ырлатăп. Ял хуçалăхĕ ĕç паттăрĕсемпе тытăнса тăрать. Пирĕн хуçалăх та, ертÿçĕрен пуçласа скотник таранах, хăйне шанса панă ĕçре тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнипе палăрать. Çĕршыва, пĕтĕм пурнăçа пархатарлă ĕç тытса тăрать. Эппин, кашниех тухăçлă ÿсĕмсемшĕн пĕрле кар тăрса вăй хурар, - тет хăй ĕçĕнче ăста каччă.
Валентина КИРИЛЛОВА.
Яманчÿрел ялĕ.
Сăнÿкерчĕкре: А.Ермолаев çурчĕ умĕнче.