23 января 2016 г.

Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ иртнĕ çул çулталăк тăршшĕпех çĕр лаптăкĕсен патшалăх мониторингне ирттернĕ.
Пурĕ 4254 çĕр лаптăкне пăхса тухнă. Ăна çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕс палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Пĕрремĕш хут çак ĕçе 2015 çулта дистанци /Росреестрăн «Публичная кадастровая карта» сервис порталĕ, планета программа, ортофотоплан, космосран тунă ÿкерчĕксен материалĕсем тăрăх тата ыт. те/ мелĕпе туса ирттернĕ. Çавна пула 2014 çулхипе танлаштарсан, çĕр лаптăкĕсене икĕ хута яхăн нумайрах тĕпчеме май килнĕ.
Пĕтĕмпе пăхса тухнă çĕр лаптăкĕсенчен 827-шĕ япăхнă, усăсăр выртнине, 220-шне тĕллевсĕр усă курнине шута илнĕ. Республикăра пурăнакансем 3207 çĕр лаптăкĕпе кирлĕ пек - уйрăм хушма хуçалăха йĕркелесе пыма, сад-пахча ĕрчетме, çурт-йĕр, суту-илÿ çурчĕсене хăпартма усă курнă.
Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн пресс-служби.