23 января 2016 г.
Кăçал сывлав органĕсен чирĕсене хирĕç кĕрешмелли çулталăк шутланать.
Çавна май кăçалхи пĕрремĕш «Тухтăрпа уçăлса çÿре» акцие район больницин участокри педиатрĕ О.Галкина тата Тăрăмри фельдшерпа акушер пункчĕн фельдшерĕ Л.Шаурбина йĕркелерĕç.
Сывлав органĕсен чирĕсем анлă сарăлнисен йышне кĕреççĕ. Чирпе кĕрешмелли чи паха мел - урамра уçăлса çÿрени, пÿлĕме уçăлтарсах тăни. Çавăн пекех тĕрĕс, сăмса витĕр сывлани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Табак туртни, эрех ĕçни те сывлав органĕсен ĕçне сиенлет. Çавăнпа та сывлăха май килнĕ таран упрамалла.