23 января 2016 г.
Эпир тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, 1840 çулта уçăлнă Лаш Таяпа шкулĕнче вĕреннĕ çынсенчен аслă пĕлÿ илнĕ пĕрремĕш çын - хальхи Патăрьел районне кĕрекен Красномайск /1925 çулччен Начар Упи/ ялĕнче çуралса ÿснĕ, ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи чи паллă чăваш эсерĕсенчен пĕри Семен Николаев. Вăл çамрăк чухне Чĕмпĕрти чăваш учителĕсем хатĕрлекен И.Я.Яковлев шкулĕнче, каярахпа Хусанти университетăн юридици факультетĕнче вĕреннĕ.
1920 çулсенче Мускаври аслă шкулсенче Лаш Таяпаран тухнă пиччĕшĕпе шăллĕ - Георгий тата Василий Сурфсем вĕреннĕ. Иккĕшĕ те вĕсем чăваш халăх аталанăвĕнче, уйрăмах Лаш Таяпа историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Чăваш енте пирĕн саманара Сурф хушаматлă çынсене тĕл пулаймастăн. Çавăнпа та малтан XVIII-XIX ĕмĕрсене таврăнас килет.
Юлашки çулсенче пирĕн ял историне тĕпчес тĕлĕшпе хăй вăхăтĕнче Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлă «Слава» колхозăн инженер-строителĕнче, 2012 çултанпа тулли мар яваплă «Градостроитель» пĕрлешĕвĕн ертÿçинче вăй хунă Н.П.Князев нумай ĕçлерĕ. Николай Пантелеймонович хăйĕн тĕпчевĕпе вырăнти халăха пуçласа 2012 çулхи августра Лаш Таяпана никĕсленĕренпе 400 çул çитнине халалласа ирттернĕ пысăк уявра паллаштарнăччĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: Елчĕк районĕнчи паянхи чи хастар таврапĕлÿçĕсенчен пĕри Николай Князев - Георгипе Василий Сурф-Николаевсен тăваттăмĕш сыпăкри тăванĕ.
- Темиçе çĕр çул каялла Лаш Таяпара пурăннă йышлă Князевсемпе Николаев хушаматлă тăвансен йăхне, хальхилле каласан генеологине эпĕ вунă çула яхăн каялла Ульяновскри патшалăх истори архивĕнче упранакан, çавăн пекех тăван ялта 1840 çулта уçăлнă Турă Амăшĕ çуралнă ячĕпе тăракан чиркÿ материалĕсем тăрăх тĕпчеме пуçларăм. Манăн аякри тăвансем I Петĕр патша вăхăтĕнчех таврари сумлă çынсем шутланнă иккен. 1698-1782 çулсенче пурăннă мăн-мăн асаттен ашшĕне Сергее те шÿтлеме, те кăштах йĕкĕлтеме юратнă çынсем «кнеç» хушма ят панă. Çавна май II Кĕтерне пуçарнипе Раççейре ирттернĕ халăх çыравĕнче ялти чи ватă та паллă çынсенчен пĕри Сергей Князев хушаматлă удел хресченĕ пулса тăрать. Унăн икĕ сыпăкри тăванĕн ывăлĕ вара таврари чăваш тата тутар ялĕсенче сурăх нумай усранипе палăрнă. XIX ĕмĕрĕн варринче ирттернĕ перепиçре официаллă хутсем çинче Сурох Митти е Михаил Сурф хушамат çутта тухнă, - çапла каласа пама пуçларĕ Николай Пантелеймонович тăван ял историне аса илнĕ май.
Михаил Игнатьевичăн е, ĕлĕкхилле каласан, Сурох Мишшин нумай вĕреннĕ пысăк тавракурăмлă икĕ мăнукĕ Георгипе Василий ялти чиркÿпе прихут шкулне çĕр çул ытларах каялла Сурф хушаматпа пĕтернĕ. Вĕсен ашшĕн вăталăх ывăлĕн Микулайăн ачисемпе мăнукĕсем пурте Николаев хушаматпа çÿреме пуçланă.
1906 çулта пирĕн ялти шкула чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев сĕннипе Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ О.М.Ятманов ĕçлеме килнĕ. Осип Михайлович Лаш Таяпара чи малтан хăйĕн аташĕпе, вăтам хресченпе Осип Сурфпа туслашнă. Каярахпа акă мĕн паллă пулнă: Иван Яковлевич XIX ĕмĕр вĕçĕнчех Таяпа тăрăхне килсен тăтăшах Сурфсем патĕнче чарăннă. Сурф И.Я.Яковлев хушнине яланах чыслăн пурнăçланă, вăл Иван Яковлевича çав çулсенче Чĕмпĕрте вĕреннĕ пулас учительсен ашшĕ-амăшĕн ялĕсене хăйĕн тăрантасĕпе илсе çÿренĕ. Яковлев патриарх сĕннипех 1913 çулта тăван ялти шкула пĕтернĕ Осип Сурфăн аслă ывăлĕ Георгий хăйĕн пĕлĕвне малалла Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен шкулта ÿстернĕ. Кунта пурне те пĕлме юратакан вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов тата чăвашсен пирвайхи профессионаллă композиторĕсенчен пĕри Степан Максимов вĕрентнĕ. Вăл ертсе пынипе Сурф сĕрме купăс лайăх калама хăнăхнă. Нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп: Георгий Николаев-Сурф учительте ĕçленĕ пулсан, совет саманинче Елчĕк районĕнчи вĕрентекенсенчен чи малтан «РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тата Ленин орденне тивĕçнĕ О.М.Ятманов пек паллă педагог пулса тăрăччĕ. Анчах та 1917-1922 çулсенчи ахăр та синкерлĕ, çамрăк совет çĕршывĕнчи чи йывăр вăхăтра пурнăç арманĕ Лаш Таяпа каччин Георгин шăпине унталла та кунталла çавăрттарнă, темиçе хутчен вилĕме куçран кăтартнă, тĕрлĕ шухăшлă çынсемпе паллаштарнă.
Вăл 1918 çулхи çулла хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çар салтакĕ пулса тăрать. Çав вăхăтра Лаш Таяпаран пурĕ те çĕр çухрăма яхăн кăнтăрарах вырнаçнă Чĕмпĕрте патша çарĕн полковникĕн Каппелĕн салтакĕсем хуçаланма пуçланă. Августра Хусанпа Пăва хулисен хутлăхĕнче шуррисемпе хĕрлисен хушшинче хаяр та юнлă çапăçусем пулса иртнĕ. Çав кунсенче Георгий Сурф хĕрлĕ салтак Кипеккасси чăвашĕсемпе - пулас паллă писательпе, çамрăк коммунистпа Василий Краснов-Аслипе тата унăн юлташĕпе Алексей Поповпа паллашнă.
1918 çулхи август варринче Сĕвепе /Свияжск/ Тĕрлемес станцийĕсем хушшинчи хаяр тытăçусем çинчен вун-вун çул иртсен В.И.Краснов-Асли «Шуррисемпе çапăçни» повеçре питĕ тĕплĕн те ĕненмелле çырса кăтартнă. Унта Алексей Поповпа Георгий Сурф сăнарĕсем те пур.
Василий Ивановичпа çак йĕркесен авторĕ 1970 çулсенче Шупашкарта кăна мар, Елчĕк районĕнче те темиçе хут тĕл пулнă. Чăваш ен аталанăвĕн историне яланлăхах кĕрсе юлнă, 1929 çулта Мускавра Я.М.Свердлов ячĕллĕ университета пĕтернĕ, хăй вăхăтĕнче ВКП/б/ Тĕп Комитечĕн инструкторĕнче тата Чăвашгосиздатăн тĕп редакторĕнче ĕçленĕ революционер-коммунист манăн тăван районта ирттерекен тĕрлĕ мероприятисене хаваспах хутшăнатчĕ. Лайăх астăватăп: 1973 çул вĕçнерех Елчĕкри Культура çуртĕнче Пĕтĕм Союзри Ленинла комсомол çуралнăранпа 55 çул çитнине халалласа савăнăçлă уяв ирттертĕмĕр. Унта сумлă хăнасемпе пĕрле Шупашкартан килсе çитнĕ районти пирвайхи комсомолецсенчен пĕри Иван Кузнецов профессорпа унăн аслă юлташĕ Василий Краснов-Асли те хутшăннăччĕ. Хăйне сăмах парсан, Василий Иванович çапларах каларĕ:
- Маншăн ĕлĕкренпех пирĕн Кипеккасси пекех Пăва уяесне кĕнĕ Лаш Таяпа ялĕ уйрăмах çывăх. Кунта манăн туссем Георгий Сурф, 1920 çулсенчи хастар комсомолец, педагог тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçин паттăрĕ Александр Дмитриев, 1917 çулта Санкт-Петербургра Хĕллехи кермене штурмланă çĕре хутшăннă Иван Элле çуралса ÿснĕ...
Каярахпа Краснов-Асли пире Георгий Сурф пурнăçĕ çинчен темиçе хутчен те каласа панă. 1918 çулхи кĕркунне Вăтам Атăл тăрăхĕнчи чылай хулапа яла Каппель полковник çарĕнчен тата шурă чехсенчен хăтарнă хыççăн Василий Иванович Лаш Таяпа каччине Чĕмпĕрти чăваш коммунисчĕсен ертÿçипе Г.С.Савандеевпа паллаштарнă. Нумай та вăхăт иртмен: Краснов-Асли тăрăшулăхĕпе 1919 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче Георгий Сурф хĕрлĕ армееца Раççейри Коммунистсен партине йышăннă. Çав кунхине манăн хăюллă та тÿрĕ кăмăллă ентеш 18 çул тултарнă. Каярахпа темиçе уйăхран Георгий Сурф чекиста Атăлçин Чĕмпĕрте вырнаçнă стрелоксен полкĕн политкомиссарĕн заместителĕ пулма çирĕплетеççĕ. Хĕсмет срокĕ вĕçленнĕ хыççăн тепĕр çулхине Георгий Осипович ВКП/б/ Чĕмпĕр кĕпĕрне комитечĕн инструкторĕнче ĕçлеме пуçлать.
1920 çулхи кĕркунне варринче Шупашкарта чăваш коммунисчĕсен Пĕтĕм Раççейри II съезчĕ иртнĕ. Унăн ĕçне РКП/б/ Чĕмпĕр кĕпĕрнинчен делегат пулнă май Григорий Савандеевпа Георгий Сурф та хутшăннă. Савандеев, хăйĕн çамрăк тусĕ Сурф шанчăклă та нимĕнле йывăрлăхран та хăраман вăйлă характерлă чекист пулнине лайăх пĕлнĕскер, Чăваш автономи облаçĕн ертÿçисемпе калаçса татăлса ăна Шупашкарта нумаях пулмасть йĕркеленнĕ хула ĕçтăвкомĕнче ЧК уполномоченнăйĕн ĕçне явăçтарнă. Кунта вăй хунă вăхăтрах Георгий Осипович çулталăк маларах уçăлнă рабфакра вĕреннĕ. Ăна пĕтернĕ хыççăн РКП/б/ Чăваш автономи комитечĕн рекомендацийĕпе Сурф Мускаври Я.М.Свердлов ячĕллĕ университетăн икĕ çуллăх курсĕнче хăйĕн пĕлĕвне ÿстерме тухса кайнă. Аслă пĕлÿ илес тĕллевпе 23 çулти чекист çăмăллăнах Мускаври сăрт-ту институтне вĕренме кĕнĕ.
80-90 çул каялла Совет Союзĕн сăрт-ту индустрийĕн тĕп центрĕ Урал шутланнă. Çав вăхăтра Свердловск тата Челябинск облаçĕсенчи пысăк та хăватлă предприятисенче чăвашсем те паттăрлăх кăтартнă. 1930 çулсенче Свердловскра Георгий Сурф та палăрма пуçланă. Сăрт-ту институтне лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн çак хулари проект кантурĕнче аслă инженерта вăй хунă. Тепĕр çулталăкран вара ăна партин облаçри организацийĕнче «Уралколхозсовхозстрой» трестăн строительство пайĕн начальникĕ пулма çирĕплетнĕ, 30-мĕш çулсен варринче Георгий Осипович «Шахтстрой» организацире проектсен бюро ертÿçинче тата Урал облаç ĕç тăвакан комитетĕнче те вăй хунă. Анчах та вĕсенче пысăк квалификациллĕ чăваш специалистне курайман çынсем тупăннă.
1937 çул. Таса чĕрепе Тăван çĕршыв аталанăвĕшĕн пĕтĕм чунне парса хăйсен сывлăхне шеллемесĕр пĕтĕм вăя хурса ĕçленĕ çынсемшĕн хура кунсем çитнĕ. Вăл вăхăтра пĕррехинче Урал облаçĕн профсоюз комитетĕнче ĕçленĕ Георгий Сурф пÿлĕмне ятарлă тум тăхăннă хĕçпăшалланнă НКВД çыннисем кĕрсе тăнă. Пирĕн ентеш хăй пĕлмесĕрех унччен нихăçан та илтмен шпионсемпе диверсантсен наци организацийĕн контрреволюционерĕ пулса тăнă. Çавăн хыççăн Лаш Таяпари çынсенчен чи малтан аслă пĕлÿ илнĕ пĕрремĕш инженер, чăваш халăхĕн пысăк чĕреллĕ чăн-чăн патриочĕ хăйĕн савнă мăшăрне, йĕкĕреш икĕ ывăлĕпе хĕрне урăх нихăçан та курайман. НКВД ятарлă комиссийĕн канашĕн 1938 çулхи январĕн 15-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Г.О.Сурфа персе пăрахма йышăннă. Хăрушă приговор тепĕр вуникĕ кунтан, январĕн 27-мĕшĕнче вăя кĕнĕ. 1955 çул пуçламăшĕнче Урал çар округĕн Военнăй Трибуналĕ Г.О.Сурфăн таса ятне тавăрнă.
Лаш Таяпара, кÿршĕ ялсенче, çавăн пекех çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче паян Георгий Осиповичăн виçĕ-тăватă сыпăкри вун-вун тăванĕ пурăнать. Вĕсен ретĕнче - Лаш Таяпари вăтам шкул директорĕнче çирĕм çула яхăн ĕçленĕ В.П.Яковлев педагог, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ З.П.Иванов, ялти паллă усламçă, «Никон» ООО директорĕ А.М.Николаев, республикăри паллă çыравçă В.Д.Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.П.Князев. Вĕсене пĕр яваплă пулăм çинчен аса илтерес килет - часах Г.О.Сурф 115 çул тултармалла. Çак юбилее халалласа, синкерлĕ саманара тăван халăхран вăхăтсăр уйрăлса кайнă ентешсене пуç тайса Лаш Таяпара февраль вĕçлениччен Асăну каçĕ йĕркелесчĕ.
Петĕр ЛАШТАЙ.