Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилейсем, паллă пулăмсем

23 января 2016 г.

Коллективлă хуçалăх, çул-йĕр строительствин организаторĕ, ВЦИК, СССР çул-йĕр транспорчĕн тĕп управленийĕн, РСФСР тĕп çул-йĕр трансĕн тата СССР «Автодор» Тĕп канашĕн канашлăвĕсене хутшăннă Анисим Максимович ТЯБУКОВ /Аслă Елчĕк/ çуралнăранпа - 165 çул.

Курнавăшри чиркÿпе прихут шкулне уçнăранпа - 155 çул.

РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ, Ленин орденне тата медальсемпе Хисеп грамотисене тивĕçнĕ Раиса Ивановна Зайцева /Аслă Таяпа/ çуралнăранпа - 145 çул.

Пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçисене хутшăннă, Аттелĕхĕн Аслă вăрçине унăн 6 ывăлĕпе 2 мăнукĕ хутшăннă Федор Александрович ШУРКИН /Аслă Таяпа/ çуралнăранпа - 140 çул.

Кĕçĕн Таяпари чиркÿпе прихут шкулне уçнăранпа - 130 çул.

Çĕнĕ Эйпеçри чиркÿпе прихут шкулне уçнăранпа - 130 çул.

Аслă Пăла Тимешри чиркÿпе прихут шкулне уçнăранпа - 130 çул.

Вырăскассинчи «Братства Святителя Гурия» шкулне уçнăранпа - 125 çул.

«Ача амăшĕ героиня» ордена тивĕçнĕ Александра Титовна ДАНИЛОВА /Кĕçĕн Арланкасси/ çуралнăранпа - 125 çул.

РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ, Ленин, II степень Отечествăлла вăрçă орденĕсене, медальсене тивĕçнĕ /унăн ячĕпе Улатăр хулинчи пĕр урам хисепленсе тăрать/ Михаил Владимирович ПОКРОВСКИЙ /Курнавăш/ çуралнăранпа - 125 çул.

«Ача амăшĕ героиня» ордена тивĕçнĕ Серафима Александровна ЯКОВЛЕВА /Яманчÿрел/ çуралнăранпа - 125 çул.

Граждан вăрçин фронтĕнче çапăçнă, хĕрлисен партизан отрядĕнче пулнă, нумай çул Сăрьел ял Совечĕн председателĕнче ĕçленĕ Сабирулла Гарифумович ГАРИФУЛЛИН /Сăрьел/ çуралнăранпа - 120 çул.

«Ача амăшĕ героиня» ордена тивĕçнĕ Агриппина Васильевна КАШИНА /Энтепе/ çуралнăранпа - 120 çул.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика