20 января 2016 г.
_Preview.jpg)
Иртнĕ шăматкун Чăваш патшалăх филармонийĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене уявларĕç. Массăллă информаци хатĕрĕсен, издательство, полиграфи ĕçченĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.
ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов пресса влаçпа обществăна çыхăнтарса тăнине, журналистсен çакна манма ирĕк çуккине, вĕсем çынсен çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пултарнине палăртрĕ. Çĕнĕ медиаресурссен, хăватлă технологисен ĕмĕрĕнче, республикăра пурăнакансем Интернет кăларăмĕсене кăмăлланă тапхăрта та вулакансенчен нумайăшĕ пичет кăларăмĕсенчен уйрăлма шутламасть. Çакна кăçалхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарнин кăтартăвĕ те çирĕплетет.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев информацие халăх патне вăхăтра тата объективлă çитересси, республика пурнăçĕпе уйрăм çын çинчен çынсем мĕнлерех пĕтĕмлетÿ тăвасси журналистăн професси ăсталăхĕпе яваплăхĕнчен, шалти культуринчен нумай килнине палăртрĕ. 2016 çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май журналистсем обществăна ырă кÿрессе шаннине пĕлтерчĕ.
Уява хутшăнакансене çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, Патшалăх Канашĕн Социаллă пурнăçпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов тата ыттисем те саламларĕç.
Уявра наградăсем нумай пулчĕç. Çак йышра пирĕн ĕçтеш Александр Федорович Карлин та пур. Район хаçатĕнче нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тав çырăвĕпе тата асăнмалăх парне - алла çыхмалли сехет парса чыс турĕ. Саламлатпăр! Малашнехи ĕçре те ăнăçусем, çирĕп сывлăх сунатпăр.
С.АНАТОЛЬЕВА.
Сăнÿкерчĕкре: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин информаци политикин массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов Александр Карлина чыслаççĕ.