20 января 2016 г.
Иртнĕ тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, районти предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.
Канашлура иртнĕ эрнери ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче пулнă, В.П.Смирнов хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ферминчи ĕç-хĕлпе паллашнă. Вăл хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтернине, çав вăхăтрах уйрăм çитменлĕхсем пуррине палăртнă.
Хальхи вăхăтра районти тĕп больницăри поликлиникăра капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, унăн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый кунти ĕçсемпе те паллашнă. Районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова палăртнă тăрăх, юсав ĕçĕсем палăртнă йĕркепе пыраççĕ. Вĕсем вĕçленнĕ хыççăн поликлиника пĕтĕм нормăсемпе правилăсене, çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерĕ.
Районти тĕп больницăна килнĕ май Николай Миллин шăматкунхи «Тухтăрпа уçăлса çÿре» акцине хутшăнакансемпе тĕл пулнă. Уçă сывлăшра уçăлса çÿрени медицина ĕçченĕсемшĕн çеç мар, кашни çыншăн усă пулнине, çавăнпа çак акцине йĕркелесси ертÿçĕсен тивĕçĕсенчен пĕри пулса тăмаллине те палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Канашлура Христос Туррăмăр Иорданра шыва кĕнине асăнса ирттерекен Аслă уяв вăхăтĕнче хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалли çинчен район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертÿçи Антонина Александрова чарăнса тăнă.
Çулталăк пуçланнă май саккунсенче улшăнусем пуласси паллă. Районти халăха социаллă пулăшу паракан пайăн ертÿçи Ирина Аникина халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерессинчи улшăнусем пирки каласа панă.
Канашлура халăхран сĕт пухассипе, ялсенчи урамсене юртан тасатассипе тата районшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.