Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр тимсĕрлĕхе каçармасть

20 января 2016 г.

Кăрлач уйăхĕ нумай юр илсе килчĕ. Çавна май районти çул-йĕр службин ĕçченĕсен яваплăхĕ тата ÿсрĕ.

Икĕ талăк ытла алхасакан хăрушă çил-тăманра «Чувашавтодор» АУОн Канашри территори-производство управленийĕн Елчĕкри прораб участокĕн тата ДПМК «Яльчикское» коллективĕсенче тăрăшакансем автобуссем вăхăтра рейса тухчăр, çынсем ĕçе е ытти палăртнă вырăна чăрмавсăр çитчĕр тесе районти, республика шайĕнчи çулсене юртан тасатассипе талăкĕпех дежурство йĕркелерĕç, пăрлă вырăнсене хăйăрпа тăвар хутăшне сапрĕç.

Хальхи вăхăтра Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче çулсем çине хÿсе лартнă юра вăхăтра тасатса ĕлкĕрейменрен çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан инкек-синкекпе тĕл пулнин тĕслĕхĕсем те нумай пулчĕç. Инкексене сирсе ярассипе ĕçлекен Чăваш Республикинчи комитечĕ те автомашинăпа, çуран çула тухакансен çулсем çинче асăрхануллă, тимлĕ пулма кирли çинчен аса илтерет. Юртан тасатман çул инкек сăлтавĕ ан пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика