Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕк район сучĕн ертÿçине палăртнă

20 января 2016 г.

Пирĕн республикăри судсен пуçлăхĕсене çирĕплетнĕ. «Федераци судйисене çирĕплетесси çинчен» ятлă хушăва РФ Президенчĕ кăларать. Черетлĕ хушăва Владимир Путин кăçалхи январĕн 2-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ.

Президентăн кăçалхи 3-мĕш номерлĕ хушăвĕнче çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче федераци судйисене çирĕплетесси пирки каланă. Хушу Чăваш Енри Елчĕк тата Улатăр районĕсен тÿрисене те пырса тивнĕ.

Раççей Президенчĕн хушăвĕпе Елчĕк район сучĕн ертÿçи пулма Александр Викторова шаннă, Улатăр район судне ертсе пыма Надежда Назаровăна çирĕплетнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика