Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйăхлăх пуçланать

20 января 2016 г.

Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхĕ кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче пуçланать те нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕччен пырать.

Уйăхлăхра çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парас, массăллă спортпа физкультурăна аталантарас, сывлăха çирĕплетес, çар службине кайма çамрăксене тивĕçлипе хатĕрлес, çамрăксем хушшинче килĕшÿлĕхе çирĕплетес тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти, спорт вăййисем, паттăрлăх урокĕсем йĕркелеççĕ. Пуш уйăхĕнче ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ.

Иртнĕ çул республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенче уйăхлăх вăхăтĕнче тĕрлĕ шайри 6 пин ытла мероприяти ирттернĕ, вĕсене 102 пин ытла çын хутшăннă.

«ЮНИТЭКС» центр массăллă тĕрлĕ мероприяти - «Ылтăн шайба» клубăн призĕсемшĕн, призыв умĕнхи çамрăксем хушшинче пăшалпа тĕл перес, спорт туризмĕ тата ытти енĕпе ăмăртусем ирттернĕ.

Çамрăк армеецсен юхăмĕ те республикăра анлă сарăлнă. Иртнĕ çул çамрăк армеецсен тата çарпа патриот клубĕсен республикăри фестивальне Чăваш Енри 20 хулапа районсенчи 38 команда хутшăннă.

А.ФЕДОРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика