20 января 2016 г.
Çемьере сусăр ача пуррисене налук тытса юлассине /вычет/ 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен икĕ хут ÿстерме йышăннă.
РФ Налук кодексĕн 218-мĕш статйине кĕртнĕ улшăнупа килĕшÿллĕн сусăр ачасен ашшĕ-амăшне е ун пеккисене усрава илнисене налук тытса юласси 12 пин тенкĕпе танлашĕ. Опекунсене, попечительсене налук тытса юлассине 6 пин тенке çитерсе парĕç.
2016 çулта стандартлă налук тытса юлассине çакăн пек виçепе пăхнă:
- пĕрремĕш ачашăн - 1400 тенкĕ;
- иккĕмĕш ачашăн - 1400 тенкĕ;
- виççĕмĕш тата ытти ачасемшĕн - 3000 тенкĕ;
- енчен те 18 çулчченхи ача инвалид, куçăм майпа вĕренет, аспирант, ординатура, интерн, 1-2-мĕш ушкăнсенчи 24 çулчченхи студент пулсан - кашни ачашăн 3000 тенкĕ. Çавăнпа пĕрлех стандартлă налук вычечĕ РФ Налук кодексĕн 218-мĕш статйин 8-11-мĕш абзацĕсенче палăртнă суммăсене хушнипе пулнине манмалла мар. Çавна май инвалид ача пĕрремĕш ача пулсассăн уншăн налук тытса юлни 4400 тенкĕпе танлашать. Унтан 1400 тенки - пĕрремĕш ачашăн, 3000 тенки - инвалид ачашăн вычет.