20 января 2016 г.
2015 çулта район территорийĕнче 15 пушар /2014 çулта - 18/ пулнă. Пĕтĕмĕшле тăкак пĕлтĕр 1565390 тенкĕпе танлашнă, çак кăтарту виçĕмçулхинчен 2,8 процент пысăкрах. Пушарта 1 çын аманнă, 1 çынна вилĕмрен хăтарса хăварнă.
Яланхиллех иртнĕ çул та пушар ытларах пурăнмалли вырăнта тухнă. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен - йăлара усă куракан электроприборсем юсавсăрринче, вут-кăварпа асăрханусăр пулнинче, электричество пралукĕсем юсавсăрринче, кăмакапа тимлĕ пулманнинче. Иртнĕ çул Елчĕк, Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенче вут-çулăм ытларах алхаснă.
Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе уявсем вăхăтĕнче «Çурт-йĕр», «Çĕнĕ çул» профилактика акцийĕсем йĕркелерĕмĕр, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренекенсемпе инструктажсем ирттертĕмĕр. Елчĕкри пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе пĕрле культура учрежденийĕсенчи, чиркÿсенчи яваплă çынсемпе тĕл пулса калаçусем, «хĕрлĕ автанран» шар курар мар тесе ялсене тухса çÿресе ăнлантару ĕçĕсем йĕркелерĕмĕр.
Юлашки вăхăтра хĕл çитни чăннипех лайăх палăрать. Юр çусах тăрать, çил-тăман алхасать. Çавна май ял урамĕсене, тăкăрлăксене, çурт-йĕр таврашне çине тăрсах юртан тасатса тăмалла. Пусăсем, шыв башнисем патне пымалли çулсене уçса хумалла, шыв илме витресем тытса тăмалла, тĕрлĕ паллăсем пулмалла. Çырма-кÿлĕсенче вакăсем касма манмалла мар. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен асăннă ыйтусене малти вырăнта тытмалла, яланах сыхă пулмалла.
Чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсанах 01, 112 е 101 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравламалла.
С.САРДАЕВ,
пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн инспекторĕ.