20 января 2016 г.
Паян пĕччен пурăнакан ватăсене çăмăл мар. Уйрăм кил-çуртпа пурăнакансене пушшех.
Çанталăкĕ те ватăсене пĕрре те шеллемест. Тăтăшах юр çунине пула ăна тасатса та ĕлкĕрейместпĕр. Юр хырасси ват çын ĕçĕ мар çав.
Унччен ялсенче, уйрăмах хĕлле, Тимур командисем пурччĕ. Пĕччен пурăнакан вăйсăр ватăсене вĕсем нумай пулăшу кÿретчĕç. Шкулта кашни ачах «Тимур тата унăн команди» кĕнекене вуласа тухнă. Çавна тĕпе хурсах Тимур командисем йĕркеленĕ. Уроксем хыççăн вĕренекенсем пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшма васканă. Çакăн пек усăллă ĕçе паян та малалла тăссан питĕ лайăх пулмалла. Ачасене мĕн пĕчĕкрен ватăсене хисеплеме, пулăшма, хĕрхенме вĕрентмелле ашшĕ-амăшĕн, шкулăн.
Чăнах та, 80 çултан иртнĕ карчăк кĕреçе тытса аран-аран юр хырнине курсан çÿç-пуç вирелле тăрать. Шкултан таврăнакан ача ним пулман пек ун умĕнчен иртнине курсан чĕре ыратать.
Пĕлтĕр хĕлле тăванĕсем патне Мускавран шкул ачи хăнана килнĕччĕ. Эпĕ картишĕнчи юра урама кăлараттăмччĕ. Çак улттăмĕш класра вĕренекен ача, эпĕ ĕçленине курчĕ те, ман пата чупса пычĕ. Алăри кĕреçене илчĕ те юр хырма тытăнчĕ. Эпĕ тĕлĕннипе шак хытса тăтăм. Кам воспитани панă-ши Мускав ачине - амăшĕ-ши, шкул-ши?
Тимуровецсем, ăçта эсир? Хĕрхенĕр ватăсене, пулăшăр!
Исония ВОЛКОВА.
Хăвăлçырма ялĕ.