20 января 2016 г.
Федерацин «О государственной регистрации юридических лиц и индивидуальных предпринимателей» Саккунне кĕртнĕ улшăнусем 2015 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.
Вĕсем бизнеса регистрацилес процеса аванах çăмăллатма май параççĕ.
Асăннă саккунпа килĕшÿллĕн хăй тĕллĕн ĕçлекен организаци-предприятисене йĕркелекен е уйрăм çынсем уйрăм предприниматель пулас ĕçе патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларасси 5 ĕç кунĕнчен виçĕ куна чакать. Бизнеса регистрацилес вăхăта кĕскетни «Оптимизация процедур регистрации юридических лиц и индивидуальных предпринимателей» çул карттин мероприятийĕсен планĕн пĕр пунктне пурнăçлани пулать.