16 января 2016 г.
Раççей Федерацийĕн Уçă правительстви 2015 çулхи «Бюджет - граждансем валли» проектăн аталанăвне пĕтĕмлетнĕ.
Раççей регионĕсенчен палăртнисен йышĕнче Чăваш Республики те пур. Вăл Краснодар, Красноярск, Ставрополь, Хабаровск крайĕсемпе, Белгород, Оренбург, Рязань облаçĕсемпе, Ханты-Манси округĕпе пĕрле малтисен ретĕнче.
Рейтинга РФ Правительстви çумĕнчи Аналитика центрĕ Раççей Финанс министерствипе, Уçă правительствăн ĕç-хĕлне йĕркелесе пыракан правительствăн комиссийĕпе пĕрле ирттернĕ. Пĕтĕмлетÿре Чăваш Республикин Финанс министерствин сайтĕнче ятарлă «Бюджет - граждансем валли» портал вырнаçтарнине, бюджетăн уççăнлăхне, налуксем пырса кĕнине, налук çăмăллăхĕсене, патшалăх влаçĕн органĕсенче ĕçлекенсен йышне, вĕсене тытса тăма каякан тăкаксене тата бюджетăн ытти параметрĕсене туллин çутатса тăнине палăртнă.