16 января 2016 г.
2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен капиталлă юсав ĕçĕсем тумалли тÿлев ÿсет. Республикăра нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем пĕр тăваткал метршăн 5 тенкĕ те 50 пус тÿленĕ пулсан, ЧР Министрсен Кабинечĕн Постановленийĕпе килĕшÿллĕн, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен 5 тенкĕ те 80 пус тÿлемелле пулĕ.
Аса илтеретпĕр, Раççей Президенчĕ Владимир Путин 80 çултан аслăрах пенсионерсене капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн тÿлессинчен хăтарма, 1 тата 2-мĕш ушкăн инваличĕсене, инвалид ача пур çемьесене, çавăн пекех 70 çула çитнисене юсав ĕçĕсен тÿлев хакне регионсене чакарма май паракан саккуна алă пуснă.