16 января 2016 г.
Талăкĕпех дежурствăра
Тĕлĕнетĕн çутçанталăкăн пулăмĕсенчен, паян 20-27 градус сивĕ тăрать, ыран çил-тăман алхасать, виççĕмĕш кунне çумăр çăвать...
Юр вăйлă çуни, çил-тăман алхасни сахал мар йывăрлăх, чăрмав кăларса тăратать: çулсене хÿсе каять, автотранспорт ирĕклĕн çÿреймест тата ытти те. Çавăнпа та çул-йĕре пăхса тăракан предприятисен юр тасатакан техники ир-ирех ĕçе пуçăнать. Кăткăс лару-тăру сиксе ан тухтăр тесе район территорийĕнче 11 техника ĕçлет. Çавăн пекех ялсенчи урамсенчи юра тасатса тăрассишĕн ялхуçалăх кооперативĕсемпе ял тăрăхĕсем те яваплă. Çил-тăман вăхăтĕнче районти ятарлă службăсенче талăкĕпех дежурство йĕркелесси çирĕп йăлана кĕнĕ.
Вĕренме, ĕçлеме ан ÿркен кăна
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксемпе студентсене пултарулăхри ăнтăлушăн ятарлă стипендисем парасси çинчен хушăва алă пуснă.
Вĕренÿре, бизнеса проектлассинче, наука, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнчи курăмлă кăтартусем тунă 995 яшпа хĕр хушшинче пирĕн районти 14 çамрăк та пур. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Анна Гаврилова, Андрей Данилов, Юлия Доброхотова, Сергей Петров, Данил Смирнов, Иван Чернов, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулти Ирина Иванова, Кĕçĕн Таяпари тĕп шкулти Татьяна Изосимова, Курнавăшри вăтам шкулти Александр Кириллов, Лаш Таяпари вăтам шкулти Алексей Теренин, Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри вăтам шкулти Андрей Хушкин вĕренекенсем, Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн культорганизаторĕ Наталия Муллина, «Рассвет» ялхуçалăх производство кооперативĕнчи Вячеслав Мясниковпа Алексей Чернов водительсем кăçал уйăхсерен 1830 тенкĕ стипенди илсе тăрĕç.
Районăн хисеплĕ гражданинĕ
Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн – хисеплĕ ят.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, Çĕнĕ Эйпеçре çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен «Эткер» фончĕн президентне Олег Мустаева «Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят парса чысланă.
Паллă ентешĕмĕр кÿршĕ облаçре пурăнсан та тăван района манмасть, районăн культура пурнăçĕнче ырă ĕçсемпе палăрать.
Кĕçĕн Таяпа шкулне - çĕнĕ автобус
Çĕнĕ çула Кĕçĕн Таяпасем пысăк хавхаланупа, çĕкленÿллĕ кăмăлпа кĕтсе илнĕ.
Шкула 1 миллион та 620 пин тенкĕ тăракан ПАЗ маркăллă çĕнĕ автобус уйăрса панă. Автобус Кĕçĕн Патреккел, Каркалар тата Вырăс Каркалар ялĕсенчи шкул ачисене турттарать. 22 вырăнлă автобус вĕренекенсене районти, республикăри спорт ăмăртăвĕсене, конкурссене тухса çÿреме те меллĕ.