16 января 2016 г.
2016 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2017 çулта Раççейре Экологи çулталăкĕ пуласси çинчен Указа алă пусса çирĕплетнĕ.
Экологи çулталăкне йĕркелесе ирттерессипе ĕçлекен организаци комитечĕн председателĕ пулма РФ Президент Администрацийĕн ертÿçине Сергей Иванова çирĕплетнĕ, вăл оргкомитет йышне çирĕплетет.
РФ Правительствине Экологи çулталăкĕнче пурнăçламалли тĕп мероприятисен планне ĕçлесе хатĕрлеме тата çирĕплетме хушу панă, субъектсенчи влаç органĕсене вырăнсенче кирлĕ ĕçсене пурнăçлама сĕннĕ.