16 января 2016 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2015 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче 203-мĕш номерлĕ «Чăваш Республикин Президенчĕн 2006 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчи 73-мĕш номерлĕ Указне тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2015 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчи 134-мĕш номерлĕ Указне улшăнусем кĕртесси çинчен» Указа алă пуснă.
Чăваш Енĕн Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн должноçне Чăваш Республикин министрĕн, е Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин, е Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕн должноçĕсемпе пĕрлештерсе ĕçлеме ирĕк парать.
Должноçсене пĕрлештерсе ĕçлесси республикăра 2015 çулхи юпа уйăхĕччен йăлара пулнă. Республика прокуратури пĕрлештернĕ должноçсем федерацин саккунĕсемпе килĕшсе тăманни пирки представлени тăратнă хыççăн çакăн пек йĕркепе ĕçлессине пăрахăçланă, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕсем пулма министрсен тивĕçне пурнăçламан 2 çынна çирĕплетнĕ.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2015 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнчи 499-мĕш номерлĕ Указĕ Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи патшалăхăн пĕр йышши должноçĕсен переченьне улшăнусем кĕртнĕ, Раççей Федерацийĕн регионĕсене иккĕллĕ ятлă должноçсем туса хума ирĕк панă. Çавна пула Чăваш Республикин 2015 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче 64-мĕш номерлĕ «Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕ çинчен» Саккунне улшăнусем кĕртеси çинчен» тата «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен патшалăхăн уйрăм полномочийĕсене парасси çинчен» Саккунĕсене йышăннă. Чăваш Республикин 2015 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнчи Указĕ вара иккĕллĕ ятлă должноçсемпе ĕçлеме ирĕк парать.