Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк ачасен сывлăхĕ - тĕп вырăнта

16 января 2016 г.

Кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Раççей Правительствин Председателĕн çумĕ Ольга Голодец ирттернĕ пĕтĕм Раççейри селектор канашлăвĕнче РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова Чăваш Енре пĕчĕк ачасем вилессин кăтартăвĕ Европа, Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсем тата Япони шайĕнче пулнине палăртнă.

Канашлăва Чăваш Республикинчен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, сывлăх сыхлавĕн  тата вĕренÿ министрĕсем Алла Самойловăпа Владимир Иванов хутшăннă. Унта сывлăх сыхлавĕн тата вĕрентĕвĕн чи çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Роспотребнадзор ертÿçи Анна Попова 2015 çулта Раççейри 45 миллион çынна прививка тунине, РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова çĕршывĕпе пĕчĕк ачасен вилеслĕхĕ  самаях чакнине палăртнă. «Çĕршывра çак кăтарту  6 процента яхăн. Чăваш Республикине, Пенза, Тамбов, Киров, Магадан облаçĕсене, Ненец автономи округне уйрăммăн палăртас килет. Çак регионсенчи кăтартусем Европăри, СШАри, Японири пекех», - тенĕ вăл.

Канашлура федерацин субъекчĕсенче çĕнĕ шкулсем тăвас программа çинче чарăнса тăнă.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Правительстви тата муниципалитет ертÿçисем патне вунă çул хушшинче 30 шкултан кая мар шкул тума тата модернизацилеме тĕллев лартнă.  Пĕр пин ача вĕренекен пĕрремĕш шкул Шупашкарти Гладков микрорайонĕнче пулĕ.

 

Хаклав

Д.КАРСАКОВА, виçĕ ача амăшĕ:

- Паян Чăваш Енре çамрăк ачасен сывлăхĕшĕн кĕрешсе пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăма пур енлĕн тĕрĕслеççĕ, пепкене алла илсен ун сывлăхĕшĕн кар тăраççĕ. Ача çураттаракан больницăсем хальхи йышши оборудованисемпе пуян, опытлă тухтăрсем ачапа амăшне тимлĕ пăхаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика