Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыва кĕмелли вырăнсене палăртнă

16 января 2016 г.

Шыва кĕмелли вырăнсене палăртнă

Православи тĕнне ĕненекенсем кăрлачăн 19-мĕшĕнче Христос Туррăмăр Иордан шыва кĕнине асăнса ирттерекен уявра районта пурăнакансем шыв хĕрне анса, кĕлĕсем вуласа, юрласа шыва тасатаççĕ, шыва кĕреççĕ.

Православи тĕнĕн Аслă уявне ăнăçлă ирттерсе ярасси яланах тĕп вырăнта. Уяв умĕн Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакансем Аслă Таяпари, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пурăнакансем Хăвăлçырмари, Элпуçĕнчи, Тĕмерти, Кĕçĕн Таяпа, Елчĕк ял тăрăхĕсенчи тĕне ĕненекенсем Кĕçĕн Патреккелĕнчи, Елчĕкри Çветтуй çăлкуçсенче, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакансем Яман-чÿрелĕнчи пĕвере хăйсен ÿт-пĕвне тасатма пултараççĕ.

Шыва кĕмелли вырăнсенче хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем православин вырăнсенчи прихучĕсемпе, право сыхлавĕн, медицина ĕçченĕсемпе, çăлавçăсемпе пĕрле çынсене тивĕçлĕ условисем туса памалла, пăр çинче асăрхануллă пулмалли пирки асăрхаттармалла, вакăсем, çăлкуçсем патне пымалли çулсене тасатмалла, хывăнса тăхăнмалли вырăнсем, вĕри чей ĕçтерессине йĕркелемелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика