16 января 2016 г.
84 çула яхăн тухса тăракан район хаçачĕн страницисенче район шайĕнчи пысăк пулăмсемпе событисем çырăннă, сумлă та харсăр çынсен, предприятисемпе организацисен, колхозсен пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне çутатнă. Район хаçачĕн сархайса кайнă подшивкисене асăрханса уçнăçемĕн хаçатра ĕçленĕ журналистсен, çав çулсенче хаçатпа туслă çыхăну тытнă ялти корреспондентсен ячĕсене вулатăн. Вĕсене район хаçатĕнчен уйрăлман вулакан лайăх пĕлет, асра тытать. Ялсене тухса çÿренĕ май час-часах çакăн пек ÿкерчĕке тĕл пулатăн.
- Эпĕ «Елчĕк ен» хаçатран, çавă пулатăп, - тетĕн те, ваттисем тÿрех: «Çапла-и, сирĕн статйăрсене тăтăшах вулатпăр, - теççĕ. - Сăн-питрен палламасан та хушамат тăрăх лайăх пĕлетпĕр сире кашнине».
Аслă ĕçтешĕмĕрсен сумлă ячĕ таврана саланнă май эпир те, хальхи журналистсем, хамăрăн хыççăн ырă ят хăварас тесе тимлесех шурă хута хурататпăр.
Таяпа Энтринче пурăннă Павел Щипцов çыравçă хăй вăхăтĕнче районта паллă йĕр хăварнă. «Колхоз ялавĕ» хаçатра яваплă секретарьте тăрăшнă вăл. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ малтанах «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ пулнă. Çамрăк чухне «Смычка» колхоза ертсе пынă. Павел Семенович ултă кĕнеке авторĕ.
Анатолий Тимофеев ятне паян та хаçат вулакан лайăх пĕлет. Унăн хайлавĕсем «Елчĕк енре» тăтăшах пичетленеççĕ. Сакăр теçетке çул патне талпăнакан аслă юлташăмăр хаçатпа туслисĕр пуçне çулсерен кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать. Анатолий Артемьевич хаçатра пай заведующийĕ, яваплă секретарь, редактор çумĕ, редактор пулса тăрăшнă. Перо çивĕчлĕхĕпе тыткăнлать вăл вулакансене.
40 çула яхăн хаçатра ĕçленĕ Иван Иноходов ĕç стажне корректортан пуçланă та хаçатăн тĕп редакторне çитнĕ. Иван Павлович пенсие тухсан тĕрлĕ жанрлă кĕнекесем кăларма пуçăнчĕ.
Иртнĕ ĕмĕрти ырă йăласенчен пĕри вăл - Чăваш Енри паллă писательсемпе поэтсем ялсене тухса тĕлпулусем ирттерни. Район хаçачĕн редакцине Илпек Микулайĕ, Мария Ухсай, Василий Краснов-Асли, Валентин Урташ, Юрий Петров, Вениамин Тимаков, Геннадий Юмарт час-часах килсе çÿренĕ. Чăваш çыравçисен хавхалантарăвĕ журналистсене малалла ăнтăлма, литература каçалăкне уçма хистенĕ те.
В.КИРИЛЛОВА.
Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенчи сăнÿкерчĕкре: редакци сотрудникĕсем Мария Волкова поэтпа /пĕрремĕш ретре – варринче/.