16 января 2016 г.
Пултаруллă çамрăк
Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿпе наука министерстви талантлă çамрăксене хавхалантарма тăрăшать - çулсеренех премисем уйăрать.
Министерствăн иртнĕ çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнчи 1498-мĕш приказĕпе преми парса хавхалантаракан пултаруллă çамрăксен списокне çирĕплетнĕ. Вĕсен йышĕнче Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулта 11-мĕш класра пĕлÿ пухакан Андрей Павлов та пур. Биологи учителĕ Ираида Павлова ертсе пынипе Андрей 2015 çулта Пĕтĕм Раççейри экологи олимпиадин юлашки тапхăрĕнче призерсен йышне кĕнĕ.
Çĕнĕ çулта - пĕрремĕш пепке
Ача çурални кашни çемьешĕн пысăк савăнăç, çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕн яваплăхĕ те ÿсет.
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем кăçал çуралнă пĕрремĕш пепкене савăнăçлă лару-тăрура регистрациленĕ. Вăл - пĕр çул каялла çемье чăмăртанă Вырăскассинчи Людмилăпа Владимир Федотовсен Максим ывăлĕ.
Çавăн пекех Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче Шăмалакри Екатеринăпа Алексей Усановсен Савелий ывăлĕ те çут тĕнчене килнĕ. Вăл - çемьери иккĕмĕш ача.
Конкурса хутшăнаççĕ
Республикăри «Чăваш Енĕн Çĕнĕ çулхи тĕп хули - 2016» конкурс 2015 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче старт илчĕ. Вăл кăçалхи январĕн 30-мĕшĕччен пырать.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕ - Çĕнĕ çул уявне палăртнă вăхăтра канăва тивĕçлĕ йĕркелекен районсемпе хуласене, ял тăрăхĕсене хавхалантарасси, Чăваш Енĕн, унăн туризмпа культура объекчĕсен ят-сумне ÿстересси.
Районти культура учрежденийĕсем конкурса активлă хутшăнаççĕ. Курнавăш ял клубĕ «Çĕнĕ çулхи тĕп елкăна капăрлатасси», Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕ «Çĕнĕ çулхи чи лайăх мероприяти», Лаш Таяпа ял клубĕ «Хĕллехи чи лайăх спорт мероприятийĕ» номинацисене хутшăнма заявкăсем тăратнă.
Ентешсем патĕнче
Акчелĕнче Алексей Московский пысăк концерт кăтартнă.
Ял клубне Акчелĕнче пурăнакансем çеç мар, кÿршĕ ялсенчи çамрăксем те йышлăн пухăннă. Вĕсем чăваш эстрадин çăлтăрĕсене Алексейпе Регина Московскийсене, Николай Пыркин аккордеониста, Елчĕкри Шурбинсене алă çупса хавхалантарнă. Куракансене вĕсен кăмăла каякан юррисем тыткăна илнĕ. Уявра В.Можаевпа В.Карсаковăна та çуралнă кунĕсемпе саламласа юрăсем янăранă.
Пĕтĕмпех сывлăхшăн
Вырăскасси ял библиотекинче «Пĕтĕмпех сывлăхшăн» кĕнекесен куравне йĕркеленĕ.
Курав виçĕ пайран тăрать. Пĕрремĕшĕнче - тĕрĕс апатланассине, сывă пурнăç йĕркине халалланă кĕнекесем, иккĕмĕшĕнче - культурăпа тата спортпа çыхăннă, виççĕмĕшĕнче - киревсĕр пулăмсене хирĕçлекен литература.
Р.Векова заведующи çамрăксене табак туртнин, эрех-сăра, наркотиксен сиенĕ пирки каласа панă.
Ветерансем ватăлмаççĕ
Районти ялсенче пурăнакан чылай ватă январь уйăхĕнче хăйсен сумлă юбилейĕсене паллă тунă.
Лаш Таяпара пурăнакан, вăрçă вăхăтĕнче тылра хăйĕн вăй-халне шеллемен Перасковия Ефремова хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак паллă кунпа ăна ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн членĕсем Рифкат Харисовпа Александра Сайкина, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов, культура ĕçченĕсем саламланă, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне, асăнмалăх парнесем панă, ташă-юрăпа савăнтарнă.
Çавăн пекех Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче Яманчÿрелти Елена Акимова 90 çулхи, Вырăскассинчи Николай Кириллов 70 çулхи юбилейĕсене савăнăçлăн уявланă.
/Район администрацийĕн сайтĕнчен/.