16 января 2016 г.
Хĕллехи сивĕ вăхăтра ĕне пăруланă хыççăн парез чирĕпе аптăранине ял халăхĕнчен час-часах илтме пулать.
Парез выльăх организмĕнче япаласен ылмашăвĕ пăсăлнипе çыхăннă, çакă вара тĕп нерв тытăмне питĕ хăвăрт хавшатать. Пахалăхсăр тата пĕр йышши апат çитернĕрен выльăх организмĕнче гликоген тата кальци çитми пулать. Ĕне парезĕ хăвăрт аталанать, ÿт-тир туйми пулать, вăй пĕтет, хускалаймасть. Парезпа уйрăмах нумай сĕт антаракан ĕне аптăрать. Вăхăтра пулăшмасан вăл вилме те пултарать.
Чире мĕнле уйăрса илмелле; Ĕне сĕт антарми пулать. Вăл апат çиме тата чăмлама пăрахать, шыв та ĕçесшĕн мар. Куçĕсем шывланаççĕ, ÿт температури 35-36 градуса çитиччен чакать, шăраймасть. Ура çинче аран тăрать, кайран выртать те пачах тăмасть. Питĕ йывăр чухне пуçне те çĕклемест. Сисĕмлĕхĕ çухалать, укол тунине те туймасть. Вăхăтра ветеринари пулăшăвĕ памасан ĕне 1-2 кунран вилме пултарать. Çакна асра тытса çийĕнчех ветеринари специалистне чĕнмелле. Вăл çитиччен ĕнене ăшă япалапа витмелле, ÿтне пĕр чарăнмасăр улăмран е утăран тунă жгутсемпе сăтăрмалла. Ăшăтма пулăшакан кирек мĕнле майпа та усă курма юрать, тĕслĕхрен, грелкăпа тата ытти те. Çак вăхăтра ĕнене нимĕн те ĕçтерме тата çăварĕнчен ирĕксĕр шĕвексем яма юрамасть. Мĕншĕн тесен парез çапнине пула унăн чĕлхи ĕçлемест, шыв тÿрех ÿпкене лекнипе ĕне вилме пултарать.
Ĕне çиллине сывлăшпа вĕрсе хăпартмалла. Ку - ĕлĕкхи мел, анчах питĕ тухăçлă. Çак ĕçе эмелпе сипленĕ хыççăн пурнăçлатпăр. Капельница лартни вырăнлă, венăран кирлĕ медикаментсене янă хыççăн ĕне 30-40 минутран, хăш-пĕр чухне 2-3 сехетрен ура çине тăрать. 4 сехет иртнĕ хыççăн та улшăну лайăх енне пулмасан процедурăна тепĕр хутчен пурнăçламалла.
Чиртен мĕнле сыхланмалла? Ĕнене тĕрĕс тата виçеллĕ апатлантарни организмри япаласен ылмашăвне йĕркере тытма пулăшать, апла пулсан, парезран хÿтĕлет. Пăруличчен пĕр эрне маларах тата ун хыççăн /1-2 кун иртсен/ кунне 500-шер грамм сахăр шывĕ парсан аван пулмалла. Пăруласан çийĕнчех тăварлă ăшă шыв /120 грамм тăвар/ ĕçтермелле. Çăнăх çитермелле мар, утă-улăм анчах памалла. Витере типĕ те ăшă пулмалла, çил вĕртермелле мар. Кăнтăрлахи вăхăтра ĕнене уçăлтарма кăлармалла, апата кальци, фосфор хутăшĕсемпе пуянлатмалла. «Фелуцен», монокальцийфосфат, тетравит е ытти йышши витаминлă препаратсемпе усă курмалла.
И.НИКОЛАЕВА,
выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцийĕн ертÿçи.