16 января 2016 г.
Чăваш Республикин çут çăлтăрĕсенчен пĕри - Елчĕк районĕнчи хавхаллă Лаш Таяпа шкулĕ. Пуçламăш халăх училищи уçăлнăранпа 175 çул çитнине ял халăхĕ чÿк уйăхĕнче савăнăçлăн паллă турĕ.
Лаш Таяпара пире вĕрентнĕ педагогсене аса илсессĕн чи малтанах эпĕ химипе биологи учительне, 1970 çулсенчи вăтам шкул директорне И.К.Ксенофонтова палăртатăп. Иван Ксенофонтович вĕрентнĕ, пил парса пурнăç çулĕ çине кăларнă çынсем хушшинче Раççей Федерацийĕн, Чăваш тата Тутар Республикисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, паллă ăсчахсем, генералсемпе полковниксем, искусствăпа культура деятелĕсем, тăван ялĕсенче ĕçлесе чапа тухнисем чылай.
Иван Ксенофонтович пиртен 12 çул каялла уйрăлса кайрĕ. Унăн мăшăрĕ Мария Никитична халĕ хăйĕн тăван ялĕнче, Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче пурăнать. Вĕсем пилĕк ывăл çуратса ÿстернĕ.
Аслă ывăлĕ Герард 1954 çулта Куйбышеври инженерипе строительство институтне вĕренме кĕнĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Атăлпа Урал тăрăхĕнчи хуласенче элеватор, пурăнмалли çуртсем, культурăпа спортăн капиталлă объекчĕсене хăпартнă çĕрте вăй хунă. 1980 çулсенче РСФСР тава тивĕçлĕ строителĕ Г.И.Ксенофонтов Тюменьри магистраллă трубопроводсен Управленийĕн проект пайне ертсе пынă.
Ксенофонтовсен иккĕмĕш ывăлĕ Юрий шкулта вĕреннĕ чухнех картинăсем ÿкерме юратнă, çырма тĕпĕнчи кĕрен-кăвак тĕслĕ чĕкеç тăмĕнчен йытăсемпе кушаксен тата килти выльăх-чĕрлĕх кĕлеткисене калăпланă. Ялти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Юрий çулталăка яхăн колхоз ферминче скотникре ĕçленĕ. Пултаруллă çамрăкăн хайлавĕсене 1950 çулсем варринче Лаш Таяпана хăнана килнĕ Мускав облаçĕнчи Абрамцевăри ÿнер училищин преподавателĕ, СССР халăх художникĕ, Мария Никитичнăн йăмăкĕн Сиренăн упăшки Михаил Таратынов асăрханă, чун туртнă тата алă пынă енĕпех малалла вĕренме сĕннĕ. Пурне те пĕлме юратакан 18 çулхи чакăр куçлă илемлĕ каччă вара Абрамцевăри ÿнер училищине вĕренме кĕнĕ.
Училищĕрен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн пирĕн ентеш Новгородри сĕтел-пукан фабрикинче икĕ çул инженер-конструкторта ĕçленĕ. Кайран вара пĕлĕвне Мускаври В.И.Суриков ячĕллĕ институтра скульптура факультетĕнче ÿстернĕ. Институтра Юрие тĕнчипе паллă скульптор, СССР халăх художникĕ Л.Е.Кербель вĕрентнĕ.
1970 çулсенче Юрий Иванович пирĕн республикăра ятарлă пĕлÿ илнĕ пĕртен-пĕр скульптор пулнă. Мускавран Шупашкара таврăнсан Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ Ю.И.Ксенофонтов И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи ÿнерпе графика факультетĕнче вĕрентнĕ, республикăри художниксен союзĕн ÿнер фондĕнче ĕçленĕ.
Шел, Юрий Иванович Шупашкарта пурĕ те пилĕк çула яхăн çеç ĕçлесе пурăнайрĕ. Йывăр чире пула вăл пирĕнтен 39 çултах уйрăлса кайрĕ. Юлашки çула эпир ăна Лаш Таяпа масарĕнче 1978 çулхи апрельте ăсатрăмăр.
Çулсем сисĕнмесĕрех иртеççĕ. Лаш Таяпари чи сумлă педагогсенчен пĕри, пилĕк ывăлне, çĕр-çĕр ентеше пурнăçăн пысăк çулне кăларнă И.К.Ксенофонтов çуралнăранпа пĕлтĕр 100 çул çитрĕ. 2014 çулта вара унăн иккĕмĕш ывăлĕ, чăвашсен пĕрремĕш профессионал скульпторĕ Юрий Ксенофонтов çуралнăранпа 75 çул çитнине паллă турăмăр. Шупашкарти ÿнер музейĕнче унăн ĕçĕсен выставкине йĕркелерĕç. Ÿнер искусствине юратакансем çав кунсенче Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ 1970 çулсенче тунă «Андриян Николаев космонавт», «РСФСР халăх артистки Вера Кузьмина», «Василий Михеев партизан», «Колхоз платникĕ Петя тете», «Аленка» тата ытти ĕçĕсемпе те кăсăкланса паллашрĕç. Вăл Шупашкарта нумаях ĕçлесе пурăнаймарĕ, апла пулин те скульптор пулма ăнтăлакан çамрăк ÿнерçĕсене вĕрентсе хатĕрлеме ĕлкĕрчĕ. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ Владимир Нагорнов, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕсем Петр Пупинпа Владислав Зотиков, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Кузьмин хăйсен пултарулăхне аталантарма иртнĕ ĕмĕрĕн 1970 çулĕсенче Юрий Ксенофонтов нумай пулăшнине пурте пĕр саслăн пулса палăртаççĕ.
Ксенофонтовсен виççĕмĕш ывăлĕ Володя 1960 çулта вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ хыççăн тепĕр уйăхран Йошкар-Олари Атăл тăрăхĕнчи Максим Горький ячĕллĕ института вăрман хуçалăхĕ енĕпе вĕренме кайнă.
Институтран хĕрлĕ дипломпа тухнă хыççăн Владимир Ксенофонтов салтак тумне тăхăннă, Казахстанри Байконур космодромĕнче хĕсметре тăнă. Çартан таврăнсан тĕрлĕ енлĕ аталаннă каччă Чĕмпĕрти «Леспроект» экспедицире тăватă çул ĕçлет. 1969 çулта Владимир Иванович Шупашкар гидростанцине хăпартсан шыв айне пулакан вăрман фондне шута илес енĕпе вăй хурать. Кайран вара 1987 çулччен Совет Союзĕн Шалти ĕçсен министерствин вăрмансенчи ĕçлесе юсанмалли учрежденисен Тĕп управленийĕнче службăра тăрать, пай пуçлăхĕн заместителĕ таран ÿсет. 1990 çулсенче Владимир Ксенофонтов информаципе анализ, ĕçлевпе техника хăрушсăрлăхĕн уйрăмĕсене ертсе пынă, 55 çул тултарсан полковник званийĕпе тивĕçлĕ канăва тухнă.
Çирĕм çула яхăн каялла В.И.Ксенофонтов Чечен Республикинче Конституци йĕркине çирĕплетме хастар хутшăннă, Шалти ĕçсен министерствин ĕçлесе юсанмалли учрежденийĕсен Тĕп управленийĕн ятарлă отрядне ертсе пынă. Вăл вăхăтра Грозный хулинчи юсанмалли учрежденисенче час-часах пăлхавсем çĕкленнĕ, айăпланисем сотрудниксене аманата /заложнике/ илсе асаплантарнă тĕслĕхсем те пулнă. «1996 çул пуçламăшĕнче пирĕн отрядшăн, çавăн пекех ытти подразделенисемшĕн те питĕ хĕрÿ те хаяр эрнесем пулчĕç. Мускаври пысăк чиновниксенчен тахăшĕ хушнипе Оборона министерствин полкĕсене Грозныйран илсе тухнă хыççăн пире уйрăмах йывăрччĕ. Тан мар çапăçура Перьмри ОМОН отрячĕ пĕтĕмпех пĕтнине эпĕ нихăçан та манмастăп. Унта манăн юлташсем те пурччĕ», - каласа парать Владимир Иванович. Вăтăр çул ытла Мускав облаçĕнче тата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăннă хыççăн «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ордена, Раççей правительствин вунна яхăн ытти наградине тивĕçнĕ В.И.Ксенофонтов тăван республикăна таврăнчĕ.
Ксенофонтовсен тăваттăмĕш ывăлĕпе Сергейпе эпĕ Лаш Таяпари шкулта пĕр класрах вĕреннĕ. Мĕнпе кăна кăсăкланмастчĕ вăл, тем те пĕлме юрататчĕ. Шкул хыççăн манăн çывăх юлташăм И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕчĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Сергей Иванович тăван шкулта физика вĕрентрĕ, çав вăхăтрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетăн аспирантурине кĕчĕ. Унăн ăслăлăх ертÿçи паллă профессор С.А.Абруков пулчĕ. Сергей Ивановичăн тĕпчев ĕçĕсен теми - металлă газпа тусан çулăмĕ. Çак кăткăс ыйтупа вăл тĕрлĕ регионти наука конференцийĕсенче, симпозиумĕсенче докладсем турĕ. 1984 çулта С.И.Ксенофонтов Одессăри университетра наука диссертацине ăнăçлăн хÿтĕлерĕ.
Сергей Ксенофонтов профессор И.Я.Яковлев ячĕллĕ аслă шкулта 30 çул ытла пулас педагогсене хатĕрлет. 2005 çулта педагогика университетĕнче Раççей Федерацийĕн професси аслă вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ С.И.Ксенофонтов ертсе пыракан пĕтĕмĕшле тата теори физикин кафедринче аспирантура уçăлчĕ. Сергей Ивановичăн вĕренекенĕ Александр Порфирьев тепĕр çулхинех кунта техника наукисен кандидачĕн диссертацине хÿтĕлерĕ. Лаш Таяпаран тухнă пирвайхи профессорăн хальхи вăхăтра ултă аспирант.
Иван Ксенофонтовичпа Мария Никитичнăн кĕçĕн ывăлĕ - Олег. Вăл Герард тетĕшĕнчен 17 çул çамрăкрах. Вăтам шкул хыççăн вăл хулана кайма, малалла вĕренме питех талпăнман. Совет Çарне кайиччен Олег «Слава» колхозра республикипе паллă механизаторăн Алексей Дмитриевăн пулăшуçинче тата хуçалăхăн художникĕнче ĕçленĕ. 1980 çулсенче вара Олег икĕ аслă пĕлÿ илнĕ: малтан Мускаври ÿнерпе промышленноçăн Строгановски училищине, унтан Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне пĕтернĕ.
Юрий пиччĕшĕ пекех вĕри чĕреллĕ тата çирĕп характерлă, яланах канăçсăр Олег Иванович хăй вăхăтĕнче Шупашкарти 42-мĕш шкулта ачасене рисованипе черчени вĕрентнĕ, унтан тăхăр çул ÿнер училищинче ятарлă дисциплинăсен преподавателĕнче ĕçленĕ. 1993 çулта ăна ЧР художниксен союзне йышăннă. 2006 çултанпа вăл - Раççей художникĕсен пултарулăх союзĕнче.
Хăйсен икĕ сыпăкри тăванĕ, Раççей художество академийĕн чăн академикĕ А.Таратынов сĕннипе Олег Ксенофонтов 2002 çулта Мускав облаçĕнчи Химки хулине куçса каять. Кунта çĕршывра пĕртен-пĕр скульптура музейĕ ĕçлет. Пирĕн маттур ентеш, мухтавлă та сумлă Ксенофонтовсен кĕçĕн ывăлĕ çак музей директорĕнче тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшать.
Олег Иванович керамикăпа, хаклă чулсемпе, кĕленчепе тата металпа ĕçлесе палăрчĕ. Вăл ĕçтешĕсемпе пĕрле ăсталанă пысăк калăпăшлă панносене, монументаллă оригиналлă картинăсене, палăксене тата çĕршывĕпе чапа тухнă çынсен асăну хăмисене тăван републикăра çеç мар, Мускав облаçĕнче, Санкт-Петербургра, Новгородра, Ульяновск облаçĕнче, Тутарстанра, çĕршывăн тата ытти регионĕсенче те курма пулать.
Петр СИДОРОВ,
Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн чăн членĕ.
Сăнÿкерчĕкре: Лаш Таяпари шкула пĕтернĕ пĕртăван Ксенофонтовсем: ЧППУ профессорĕ Сергей Иванович /сылтăмра/, отставкăри полковник Владимир Иванович тата вĕсен кĕçĕн шăллĕ Олег.